Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вĕренÿре те, пултарулăхра та маттур

Вĕренÿре те, пултарулăхра та маттур

«Хĕвеллĕ ачалăх тĕнчи» регионсем хушшинчи чăваш хайлавĕсене чăвашла илемлĕ вулакансен конкурсĕн иккĕмĕш тапхарĕ ачасене хÿтĕлемелли кун Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕнче иртрĕ.

Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ витĕр тухнă чи маттуррисем хăйсем хушшинче тепĕр хут ăмăртрĕç. Турă панă пултарулăха пытараймăн. Артистла вулакансем хальхинче те экспертсене кăна мар, курма пынă ашшĕ-амăшсемпе вĕрентекенсен чунĕсене те тыткăна илчĕç.

«Хăй çырнă хайлавне чăвашла чи илемлĕ вулакан» номинацире Хусанушкăнь шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренекен, «Эп телейлĕ» сăвă авторĕ Екатерина Егорова 1-мĕш вырăна тивĕçлĕ пулчĕ. Ертÿçи - Вера Алексеевна Нагорова.

Саламлатпăр!



02 июня 2023
10:11
2023
Поделиться
;