Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем Великой Победы

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем Великой Победы

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Сире Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 78 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлатӑп!


Ҫӗнтерӳ кунӗ пирӗн ҫӗршыв историйӗн чи ҫутӑ та чаплӑ страницисене тивӗҫлипе пырса тивет. Ҫавӑнтанпа эпир Ҫӗнтерӳ сӑмахне пысӑк саспаллирен ҫыратпӑр, ҫавна май раҫҫей халӑхӗн паттӑрлӑхӗн пӗтӗм чапне палӑртатпӑр.
Паян эпир фронтра тата тылра ҫапӑҫнӑ кашни ҫынна чӗререн хисеплесе тав тӑватпӑр. Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартнă ентешӗмӗрсене, пирӗн, хальхи ăрăвăн, нихăçан та манмалла мар. Ирӗклӗхшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ ҫынсен паттӑрлӑхне, фронтпа тыл геройӗсене асра тытни пирӗн чӗресенче яланах пурӑнӗ! Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата муниципаллă округра пурăнакан мĕн пур çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп! Çӗр çинче яланах мирлӗ тӳпе хуҫалантӑр! Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе!


Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров



09 мая 2023
09:39
Поделиться
;