Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Праздником Весны и Труда

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Праздником Весны и Труда

Хисеплӗ ентешĕмĕрсем!

Сире ҫуркуннепе Ӗҫ уявӗ ячӗпе чунтан саламлатӑп!


Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ - çуркуннепе ăшă, шанчăкпа ĕмĕтсемпе тулнă, чăн-чăн ĕç çыннин уявĕ. Ҫак уяв мӗнпур ӗҫ ҫыннин пӗр шухӑшлӑхне, пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ӗҫне сӑнарлать, ӗҫпе тата килӗшӳпе савӑнса пурӑнма хистет. Çуркуннепе Ӗҫ уявӗ пирӗн обществӑна пӗрлештерет, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, пӗрлехи пуласлӑхшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме хавхалантарать.

Уяв ячӗпе саламласа сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, килĕшӳлĕх, ыранхи куна ырă шанăҫпа кĕтсе илме ырлӑхпа телей сунатăп! Уяв хаваслăхӗ сире ҫурхи кӑмӑл-туйӑм парнелетӗр!

Уяв ячӗпе!

Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров

 



01 мая 2023
08:00
Поделиться
;