Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем чувашского языка

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Днем чувашского языка

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Кашни ҫулах ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекен Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр. Çаван пекех каçалхи çул эпир Аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине анла уявлатпар. Унӑн ӗҫӗсемпе ӑс-хакӑл халалӗ - пирӗншӗн хаклӑ парне.

Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Илемлĕ те янăравлă чăваш чĕлхи – наци пӗрлӗхӗн символӗ тата пирĕн халăхăн пысăк та аслă пуянлăхē. Вāл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать. Пирӗн тăван чӗлхене хисеплемелле, юратмалла, ăруран ăрăва куҫарса пымалла, упраса хăварассишĕн тăрăшмалла.

Уяв ячӗпе саламласа сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, çемьере ырлăх, телей, мирлĕ тӳпе сунатăп!

 

Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров



25 апреля 2023
08:51
Поделиться