«И.Я.Яковлев – халăх чĕринче» ăслăлăхпа практика конференцийĕн пĕтĕмлетĕвĕ
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «И.Я.Яковлев – халăх чĕринче» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Мероприятие пухăннă ачасемпе чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенсене чи малтанах Хĕрлĕ Чутай шкул директор ĕçĕсене туса пыракан Вероника Архипова, Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округ админстрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Игорь Живоев саламларĕç. Унтан вара Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Хĕрлĕ Чутай ентешлĕхне ертсе пыракан Владимир Савинкин тухса калаçрĕ, вăл республика шайĕнче «Манăн юратнă вěрентекен» сочинени çырса мала тухнă вĕренекенсене парнесемпе дипломсем парса хавхалантарчĕ.
Конференцире пурĕ пилĕк секци ĕçлерĕ. Жюри пайташĕсем секцири ачасен пултарулăхне ÿсĕмсем тăрăх хакларĕç.
«Асамлă калем» сăвă çыракансен секцине пурĕ 4 çамрăк сăвăç хутшăнчĕ. София Швецова (Çĕнĕ Атикасси шкулĕ, 8-мĕш класс) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Инна Максимова (Тури Çĕрпÿкасси, 5-мĕш класс) тата Артём Шипеев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 5-мĕш Г класс) иккĕшĕ те пĕр пек балсем пухса 2-мĕш вырăна тухрĕç, Софья Гаврилова – (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 6-мĕш Б класс) – 3-мĕш вырăн.
«Аслă вĕрентекенĕмĕр ячĕ ĕмĕрлĕхе асăмăрта» пултаруллă вулакансен секцийĕнче 14 вĕренекен чăваш çыравçисен И.Я.Яковлева халалланă сăввисене илемлĕ каласа пачĕ. 5-6-мĕш калассем хушшинче Денис Степанов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 6-мĕш Б класс) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 2-мĕш вырăна Инна Максимова (Тури Çĕрпÿкасси, 5-мĕш класс) тата Арсений Кудюков (Шулю шкулĕ, 5-мĕш класс) тивĕçрĕç, 3-мĕш вырăн – Софья Петрова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 5-мĕш Б класс); 7-8-мĕш калассем хушшинче «Чи пултаруллă вулакан» ята Денис Огоньков (Питĕркасси шкулĕ, 8-мĕш класс) тивĕçрĕ, Ангелина Максимова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 7-мĕш Б класс) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, 2-мĕш вырăна Мишеркасси шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекенсем Виктория Мартышкина тата Ульяна Макарова тивĕçрĕç, 3-мĕш вырăна Марина Нагорова (Хусанушкăнь шкулĕ, 8-мĕш класс) тата Арина Шатаева (Çĕнĕ Атикасси шкулĕ, 7-мĕш класс) тухрĕç; 9-11-мĕш классем хушшинче Никита Ерофеев (Мăн Этмен шкулĕ, 10-мĕш шкулĕ) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Валерия Степанова ( Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 10-мĕш К класс) – 2-мĕш вырăн.
«Тăван халăха халалланă пурнăç» тĕпчев ĕçĕсен хÿтĕлевĕн секцине 6 вĕренекен хутшăнма кăмăл турĕ. 5-6-мĕш классенчи шкул ачисем ку ăмăртăва хутшăнман. 7-8 мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Нелли Чубайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 7-мĕш Б класс) 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, Анастасия Кузьмина (Атнар шкулĕ, 8-мĕш класс) – 2-мĕш вырăн, Роман Архипов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 7-мĕш В класс) – 3-мĕш вырăн; 9-11 мĕш классенче вĕренекенсем хушшинче Василий Ерофеев (Мăн Этмен шкулĕ, 10-мĕш класс) 1-мĕш вырăна тухрĕ, Инна Сорокина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 10-мĕш А класс) – 2-мĕш вырăн, Анатолий Шувалов (Питĕркасси шкулĕ, 9-мĕш класс) – 3-мĕш вырăн.
И.Я.Яковлев клавĕсем тăрăх тунă буктрейлерсен хăтлавĕн секцийĕнче 7 вĕренекен пултарулăхне кăтартрĕ. 5-6-мĕш калассем хушшинче Алексей Чучаков (Çĕнĕ Атикасси шкулĕ, 6-мĕш класс) 3-мĕш выран йышăнчĕ; 7-8-мĕш калассем хушшинче 1-мĕш вырăна Наталия Майорова (Атнар шкулĕ, 8-мĕш класс) тата Александр Пахинов (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 7-мĕш Б класс) тухрĕç; 2-мĕш вырăна Даниил Матвеев (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 8-мĕш А класс) тата Марина Нагорова (Хусанушкăнь шкулĕ, 8-мĕш класс), Арина Шатаева (Çĕнĕ Атикасси шкулĕ, 7-мĕш класс) – 3-мĕш вырăн; 9-11-мĕш калассем хушшинче Анна Сятрайкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 9-мĕш А класс) – 1-мĕш вырăн.
«И.Я.Яковлевăн чун еткерĕ» сюжет ÿкерчĕкĕсен ăмăртăвĕнче вара 39 вĕренекен пултарулăхĕпе ÿнер ăсталăхне пĕрремĕш хутри курава тăратрĕ. 5-6-мĕш калассем хушшинче 1-мĕш вырăна Анна Акимова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 5-мĕш А класс) тухрĕ, Софья Горбушкина (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 6-мĕш В класс) – 2-мĕш вырăн, Арина Гайнова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 6-мĕш Б класс) – 3-мĕш вырăн; 7-8-мĕш калассем хушшинче 1-мĕш вырăн Анастасия Емельянова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ, 7-мĕш Б класс) йышăнчĕ, Виктория Товина (Шулю шкулĕ, 8-мĕш класс) – 2-мĕш вырăн, Даниил Глухов (Атнар шкулĕ, 8-мĕш класс) – 3-мĕш вырăн; 9-11-мĕш калассем хушшинче 1-мĕш вырăн Виктория Емельянова (Питĕркасси шкулĕ, 9-мĕш класс) йышанчĕ, Ульяна Емельянова (Питĕркасси шкулĕ, 9-мĕш класс) – 2-мĕш вырăн, Виктория Лукина (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ, 9-мĕш класс) – 3-мĕш вырăн.
Ăслăлăхпа практика конференцийĕ пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине кăмăлласа вĕренекенсем пĕр-пĕрин умĕнче тухса калаçни, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарни пурин чунĕнче те хавхалану туйăмĕ çуратрĕ. Ăсталăха ÿстерес тесен кашни шкул ачиех хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарать иккен.
Асăннă мероприятие çÿллĕ шайра ирттерме пулăшнăшăн Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округ администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Игорь Живоев чăваш чĕлхи тата литература вĕрентекенĕсене Татьяна Горбуновăна (Мăн Этмен вăтам шкулĕ), Марина Васильевăпа Вера Ивановăна (Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ), Людмила Ешмейкинăна (Атнар вӑтам шкулӗ), Людмила Жуковăна (Питĕркасси вӑтам шкулӗ), Марина Петровăпа Анжела Осиповăна (Хусанушкăнь тĕп шкулĕ), Галина Медакинăна (Мишеркасси тĕп шкулĕ), Светлана Мурайкинăна (Тури Çĕрпÿкасси тĕп шкулĕ), Галина Тарасовăна (Шулю тĕп шкулĕ), Надежда Яковлевăна (Çĕнĕ Атикасси вӑтам шкулӗ) Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ.