Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Международным женским днем

Поздравление главы муниципального округа Ивана Михопарова с Международным женским днем

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире ҫуркуннехи пӗрремӗш уявпа – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Пурнӑҫра мӗн ҫутти тата лайӑххи пур, ҫавӑ веҫех хӗрарӑм сӑна­рӗн­че палӑрать. Паян эсир кирек мӗнле сферӑра та — политикӑра, общество пурнӑҫӗнче, наукӑра, бизнесра, спортра та арҫынсемпе тан ӱсӗмсем тӑватӑр. Яваплӑ ӗҫре, обществӑпа культура пурнӑҫӗнче уҫҫӑн палӑратӑр. Эсир чи кӑткӑс задачӑсене ҫӑмӑллӑнах татса паратӑр, хӗрарӑм тӑвакан кашни ӗҫе ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама шантарнине ҫирӗплетсе паратӑр. Округ, республика тата çӗр-шыв пуласлӑхӗ сирӗн професси ӑсталӑхӗнчен, хастарлӑхӑртан, хуҫалӑх тата ӗҫшӗн тӑрӑшнинчен нумай килет.

Эсир ачасене воспитани паратӑр кӑна мар, килсенче ӑшӑ та канлӗх тӑватӑр, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсене вӗҫӗмсӗр юратупа ӑшӑтатӑр. Сирӗн юратупа тимлӗх ҫывӑх ҫыннӑрсене вӑйлӑрах тӑваҫҫӗ, вӗсене хӑйсен вӑйне шанма май параҫҫӗ.

Хисеплӗ те хаклă хӗрарăмсем, асаннесемпе кукамайсем, хӗрсемпе хӗр пӗрчисем, аппасемпе йӑмӑксем!  Ҫуркуннехи ҫак ытарми илемлӗ кун пурне те ҫирӗп сывлӑх, вăрăм кун-çул, ӑнӑҫу тата ырлӑх, ӑнланупа чӑтӑмлӑх сунатӑп! Иксӗлми телейпе ăнăçу яланах сирӗн çумăрта çӳреччӗр!

 

Муниципаллă округ пуçлăхӗ                   И.Н. Михопаров

 

 

 

 



07 марта 2023
18:20
Поделиться
;