Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа с Днем защитника Отечества

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа с Днем защитника Отечества

Хаклă арçынсем, аттесем, асатте-кукаçисем, кукка-пиччесем, ывăлсем - сире пурне те Тăван çĕршывăн хýтĕлевçисен кунĕпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен Кунӗ - пирĕн халăх мĕнпур ăру салтакĕ умĕнче пуç тайнине, вĕсен паттăрлăхĕпе харсăрлăхне сума сунине кăтартакан уяв.

Ҫак чăн-чăн арçынсен уявӗ ячӗпе чи малтанах Украинăри ятарлă çар операцине хутшанакан салтаксене саламлатăп, тав самахӗ калатăп. Паянхи кун вӗсем хăйсен сывлӑхне тата пурнăçне хӗрхенмесӗр Тӑван Ҫӗршыва тата мирлӗ граждансене хӳтӗлеççӗ. Эпир пирӗн салтаксем ҫӗнтерӳпе, чӗрӗ те сывӑ таврӑнасса пурте шанса тăратпăр.

Çирĕп кăмăл-туйăмлă, хăюллă та харсăр, патшалăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен мухтавлӑ паттăрсене, кашни салтака тата ҫéршывӑн пулас хӳтӗлевҫисене уяв ячӗпе саламлатӑп. Пӗтӗм чӗререн мирлӗ пурнăç, ырлăх-сывлăх, телей, юрату, çемьере тату та ытлă-çитлě пурнăç сунатăп.

 

Муниципаллă округ пуçлăхӗ И.Н. Михопаров



23 февраля 2023
07:00
Поделиться
;