Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством Христовым!

Поздравление главы Красночетайского муниципального округа Ивана Михопарова с Новым годом и Рождеством Христовым!

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫак уявсем кашни ҫыншӑн ҫывӑх. Вӗсем пире ҫӗнӗ ӗмӗтсем парнелеҫҫӗ, ырра тата малашлӑха шанма вӗрентеҫҫӗ.

Эпир тата тепӗр ҫулталӑка пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫлесе ирттертӗмӗр. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесе курӑмлӑ ӗҫсем турӑмӑр: шкулсемпе культура çурчӗсене çӗнетрӗмӗр, çулсем юсарăмăр, Паньтāк салинче çӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне хута ятāмāр, Мишеркасси ялӗнчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне юсаса çӗнетрӗмӗр, Хӗрлӗ Чутай салинчи «Çӗнтерӗве 50 ҫул» парка тата район больницин территорине тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшрăмăр. Çавăн пекех пуҫару бюджечӗн программи шайӗнче ял тăрăхӗсемпе ял халăхӗ шыв кӗртес, çул сарас, пӗвесене тасатас тӗлӗшпе нумай вăй хучӗç. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесе малашне те ÿсĕм-çитĕнÿсем тăвар, палăртнă тĕллевсене пурнăçласа ĕненÿпе тата хавхаланупа пурăнар.

Килекен ҫулталӑк сирӗншӗн ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ пултӑр, ҫутӑ пулӑмсемпе тата ырӑ ӗҫсемпе палӑрса юлтӑр. Çӗнӗ ҫул сирӗн мӗнпур ӗмӗтӗре пурнӑҫлатӑр, пурсӑра та ӑнӑҫу тата ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхмалли лайӑх майсем парнелетӗр, кашни ҫемьене савӑнӑҫпа ыр­лӑх кӳтӗр.

Пурне те пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу тата савӑнӑҫ сунатӑп. Эсир утас сукмак яланах такӑр пултӑр, çемьере тата ĕçре яланах килĕшÿ хуçалантăр.

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире, туссем!

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ И.Н. Михопаров



30 декабря 2022
14:20
Поделиться
;