Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçлĕ çул çӳревпе Хĕрлĕ Чутайра

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳревпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулчĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсене юсассипе тата хăтлăлатассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ кунта. Унта район, хула ертӳçисем, депутатсем те хутшăнчĕç.

Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче сумлă хăнасене чи малтан пĕлӳ çурчĕн пуянлăхĕпе паллаштарчĕç. Кăçал кунта «Чăваш пӳрчĕ» музей уçăлнă. Тăван культурăпа йăла-йĕркене, тăван чĕлхене, хамăрăн йăх-тымарсене пĕлни иртнипе паянхин ҫыхăнăвне, пуян культурăпа истори эткерне тата авалхи йăласене упраса хăварма май парать те. Çакна ачасем вăйă, сценка урлă ăша хываççĕ. Хăнасем Алексей Федоров паттăр историйĕпе те паллашрĕç. Вăл çак шкултан вĕренсе тухнă. Луганск облаçĕнче чукун çул станцине нацистсенчен хăтарнă чух пуçне хунă. Алексей Федорова паттăрлăх орденĕпе чысланă. Кадет класĕнче вĕренекенсем те лайăххисен шутĕнче пулма тăрăшаççĕ. Яшсемпе хĕрсене шкул ӳсĕмĕнченех çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме, тăван çĕрĕн историне упраса хăварма, ĕçсене тивĕçлĕ те яваплă пурнăçлама хăнăхтараççĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсене юсассипе тата шкул территорийĕсене хăтлăлатассипе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров юсав епле пыни çинчен каласа кăтартрĕ. Планпа палăртнă 12 шкултан 11-шĕнче юсав вĕçленнĕ. Министр пур шкулта та хальхи стандартсене пăхăнса çĕнтеме сĕнчĕ. Çавăн пекех вăл шкул çывăхĕнчи тротуарсемпе çулсене, картасене юсама, велопарковкăсем тума, канмалли лаптăксем йĕркелеме, тата ытти ĕç тума палăртнине пĕлтерчĕ. Муниципалитетсем ку ыйтупа ĕçлеме пуçланă та ĕнтĕ.

РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Паянхи совещани хыççăн пирĕн икĕ объектпа хатĕрччĕ çак проектсем ĕнтĕ. Вĕсене кĕске вăхăт хушшинче çак стандарта илсе çитеретпĕр. Чăннипех те, пирĕн район территорийĕнче çак шкулсен çумĕнче хитре, тирпейлĕ лаптăксем, çĕнĕ стадионсем пулмалла. Эпир паянхи тĕл пулупа сĕре кăмăллă. Эпир ăçта кайнине пĕлетпĕр. Мĕнле строить тумаллине пĕлетпĕр. Республика ертӳçи хамăр ума лартнă тĕллевсене хăвăртрах туса пĕтермелле те хамăр район территоринче çакăн пек хитре лаптăксем хăвăртрах тумалла».

Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ те тимлĕхре. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ку енĕпе тăрăшса ĕçлемеллине каларĕ. Халĕ шкулсен çĕнĕ стандартсене пăхăнса проектпа-смета документацине хатĕрлесе çитермелле. Заявкăсене раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен Чăваш Енри вĕрентӳ министерствине тăратмалла. 



НТРК Чувашии
25 октября 2022
21:06
Поделиться