Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Международным днем пожилых людей

Поздравление руководства района с Международным днем пожилых людей

Хисеплӗ ветерансем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе сире чун-чӗререн саламлатпӑр!

Ҫак куна пӗтӗм тӗнчере 1990 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ветерансем ҫамрӑксене тӑван ҫӗре, халӑха, унӑн йӑлисене юратма, хӑйсен ӗҫӗпе тӑван ене аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ăс парса вӗ­рент­ни пулас ăрăва пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме, ӗҫре чӑн-чӑн ӑстаҫӑ пулса тӑма пулӑшать.

Хаклӑ ветерансем, ҫӗршывӑмӑршӑн халиччен тунӑ тата малалла та тӑвакан пархатарлӑ ӗҫӗрсемшӗн пӗтӗм чунтан тайма пуҫ сире. Паян сире пурнӑҫра унчченхи пекех хастар пулма, обществӑпа куль­тура пурнӑҫне йӗркеллӗн хутшӑнма ҫирӗп сывлӑх тата вӑрӑм та телейлӗ кун-ҫул, савӑк кӑмӑлпа хас­тарлӑх сунатпӑр! Пурнӑҫра сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсемпе тус-тӑванӑрсен чун ӑшшине тата тимлӗхне туллин туймалла пултӑр! Сывлăхлă пулар!

Уяв ячӗпе!

 

Район пуçлăхě    В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě      И.Н. Михопаров

 



30 сентября 2022
15:05
Поделиться