Чи пултаруллисем тӗп хулана килсе курчӗҫ

Ачасене тӑван ҫӗршыва юратма, урӑх ҫын ӗҫне хисеплеме вӗрентес тесе Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗпе вӑл тӑрӑхран тухнӑ хастарсен ентешлӗхӗ сочиненисен конкурсне ирттернӗ. Мала тухнисем валли Шупашкарта экскурси йӗркелерӗҫ.

Хӗрлӗчутайсем чи малтан "Ӗҫ мухтавӗн хули" стелла умне ҫитрӗҫ. Кунта вӗсене Шупашкарта пурӑнакан ентешӗсем кӗтсе илчӗҫ. Сочиненисен конкурсне районта кӑҫалхипе 2-мӗш хут ирттернӗ. Пӗлтӗр ӑмӑртӑва Сӑрпа Хусан хӳтелев чиккине тӑвакансене халалланӑ пулсан, кӑҫал ачасем мухтавлӑ ентешсем пирки ҫырнӑ. Тупӑшӑва 20 ытла ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен тӳресене 6-шӗн ӗҫӗ ытларах килӗшнӗ. Атнар шкулӗнчи Марина Илларионован сочиненине уйрӑмах кӑмӑлланӑ тӳресем. Хӗрачана пӗрремӗш вырӑн пама йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн хайлавӗнче "Коминтерн" хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова пирки ҫырнӑ. Ачасем Совет Союзӗн геройӗн Алексей Логиновӑн палӑкӗ умне те ҫитрӗҫ, ентешне хисеплесе чечексем хучӗҫ. Кун хыҫҫӑн конкурс ҫӗнтерӳҫисем "Чӑваш Ен" телерадиокомпанире экскурсире пулчӗҫ.

Алена Артемкина, Виктор Степанов

ЧГТРК "Чувашия"




ГТРК "Чувашия"
02 июня 2022
22:09
Поделиться