Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 6-мĕш фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ

«Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 6-мĕш фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ

2022 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалланă  «Чăваш ачи чăвашах» республика шайĕнчи 6-мĕш фестиваль Муркаш районĕнчи Калайкасси шкулĕнче иртрĕ. Фестивале пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем –  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа наци ÿнер академийĕ, Чăваш наци конгресĕ тата Муркаш районĕн Калайкасси вăтам шкулĕ.

 Фестиваль тĕллевĕ  ̶  Чăваш Республикин шкулĕсенче тăван чĕлхепе культурăна атлантарасси.

Фестивальте тăватă енпе хутшăнма май пулчĕ: «Вĕрентетпĕр чăвашла» (чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем хутшăнаççĕ, чăвашла уроксем кăтартаççĕ); «Савăнатăп эп чăваш пулнишĕн» (кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăлине кăтартса параççĕ); «Сар каччăпа сарă хĕр» (7-9 классенче вĕренекен ачасем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине ăс-тăн вăййинче кăтартаççĕ); «Тăвалла пулсан та малалла» (чăвашлăх туйăмне аталантаракан проекта вĕренÿ организацийĕн директорĕ (заведующийĕ) е унăн çумĕ хÿтĕлет).

Фестивале пирĕн шкулти вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те хутшăнма хаваспах килĕшрĕç. Педагогсем «Вĕрентетпĕр чăвашла», ачасем -  «Сар каччăпа сарă хĕр» номинацисенче хăйсен пултарулăхне кăтартма хапăл турĕç.  

Çакна палăртма кăмăллă: республикăри 11 вĕрентекен хушшинче «Вĕрентетпĕр чăвашла» ăмăртура  математика предметне вĕрентекен Вазина М.Ю сумлă конкурсра 2-мĕш вырăн, истори предметне  вĕрентекен - Фадеева А.В. 3-мĕш вырăн йышăнма  пултарчĕç. Чӑваш чӗлхи вĕрентмен учительсен урок темине тăван халăх историйĕпе тата культурипе çыхăнтармалла, пуплев илемлӗхӗпе тыткӑнламалла, чăвашла тĕрĕс те таса калаçса ӑнлантармалла, тĕрлĕ меслетпе, мелпе усă курса, ачасене хавхалантармалли мелсем тупмалла, кӑсӑк информаци памалла пулчĕ. Марина Юрьевна «Чутай ен тата квадратлă уравненисем» темăпа, Альбина Владимировна «Хаяр Йăван патшан Раççей тата Чăваш патшалăхĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ» темăпа ирттернĕ урокĕсене жюри членĕсем пысăк хак панă.

«Сар каччăпа сарă хĕр» номинацире Д.Михопаровăпа Ю.Пыркин тупăшнă, шкул чысне тивĕçлĕ хÿтĕлеме пултарнă.

Фестивале хутшăнакансене саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр!



МБОУ "Питеркинская СОШ"
26 апреля 2022
10:57
Поделиться
;