Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем чувашского языка

Поздравление руководства района с Днем чувашского языка

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Паян пысăк уяв - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна ахальтен мар ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ И. Я. Яковлев çуралнă.

Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама, çĕклеме, хавхалантарма пулать.

Тăван чĕлхе çынсене пĕрлĕх туйăмĕ парсах тăтăр, наци культурин аталанăвне паха витĕм кÿтĕр. Пуян та çепĕç чĕлхен халăха пĕрлештерекен вăйĕ ÿссех пытăр.

Уяв ячӗпе сире!

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



25 апреля 2022
09:22
Поделиться
;