Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Пасхой

Поздравление руководства Красночетайского района с Пасхой

Хисеплӗ ентешсем, xӗрлӗчутайсем!

Сăваплă Мӑнкун уявӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Мӑнкун – чи ҫутӑ та чи савӑнӑҫлӑ уявсенчен пӗри. Пурнăç хӑватне сăнарлакан
ҫак уявӑн ырӑ йӑли-йӗрки ӗмӗртен-ӗмӗре тăсăлать. Кашнин чĕринчех чи ҫутӑтуйăмсене вӑратса Мӑнкун ыркӑмӑллӑхпа xӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет. Ҫак паллӑ кун эпир хамӑр халӑхӑмӑрӑн авалхи кун-ҫулне аса илетпӗр, унăн нумай ӗмӗре тăсăлакан йӑли-йӗркин пархатарне тата пултаруллă аслӑ вăйне чунпа туятпӑр.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлăх, иксӗлми телей, мĕнпур ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу, тӑнӑҫ пурнӑҫ сунатпăр! Уяв ячĕпе!

Район пуçлăхĕ В.П. Ярайкин
Район администраци пуçлăхĕ И.Н. Михопаров



23 апреля 2022
21:49
Поделиться
;