Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем работников культуры!

Поздравление руководства района с Днем работников культуры!

Районти культура учрежденийӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе - культура ӗҫченӗн Кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатпӑр!

Культура ӗҫченӗсем – пирӗн пурнӑҫа искусство, пултарулӑх, килӗшӳлӗх тата илемлӗх кӳрекенсем. Эсир вӗсене пурнӑҫа кӗртес енӗпе тӑрӑшуллӑ ӗҫленине пула пирӗн район ҫыннисем тӗрлӗ культура мероприятийӗсенче хутшӑнса малти вырăнсем йышăнаҫҫӗ. Сирӗн хастар ӗҫӗре пула ҫынсем пултарулӑх ырлӑ­хӗпе савӑнма пултараҫҫӗ, илемлӗхе хаклама вӗренеҫҫӗ.

Сире пула пирӗн районта тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫсем иртеҫҫӗ: фестивальсем, конкурссем, форумсем, вӗсем пирӗн районта пурӑнакансене тата хӑнасене пурне те пултарулӑх атмосферине туйма май параҫҫӗ. Эсир хӑвӑр ҫеҫ мар культурӑпа искусствӑна ертсе пыратӑр, ҫавӑн пекех хамӑр ачасене хӑйсен таланчӗсене уҫса пама, пултарулӑхра ҫӗнтерӳсем тума пулӑшатӑр!

Культурӑпа искусство ӗҫченӗсене професси ӑсталӑхӗшӗн тата юратнӑ ӗҫе парӑннӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр. Сире хавхалану, иксӗлми вăй-хал, пултарулӑх ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем тата интереслӗ ҫӗнӗ проектсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама сунатпӑр! Малашне те сирӗн ӑсталӑхӑр пирӗн районта пурӑнакансемпе хӑнасене савăнтарасса шанатпӑр.

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров

 



25 марта 2022
08:00
Поделиться
;