Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Международным женским днем

Поздравление руководства Красночетайского района с Международным женским днем

Хаклӑ хӗрарӑмсем!

Сире ҫуркуннепе ҫепӗҫ те ӑшӑ сӑмахсен уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе – пӗтӗм чунтан саламлатпӑр!

Ҫутҫанталăк сире илем, пысăк ăс-хакăл пернеленĕ. Эсир ырăлăхпа тимлĕхе сăнарлатăр, тĕнчене ачашлăхпа, юратупа пуянлататăр.

Чунӑр ӑшшипе ачашлӑхӑра ҫывӑх ҫыннӑрсене тараватлӑн парнелесе эсир вӗсене йывӑр самантсенче инкексенчен тата пурнӑҫри йӗрке­сӗрлӗхсенчен хӳтӗлетӗр, кил-ҫурта хӑтлӑх кӗртетӗр тата ӑна типтерлӗн тытса пыратӑр.

Хӑвӑрӑн пултарулӑх тата ӑс-хакӑл вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курса эс­ир пурнӑҫӑн мӗн пур сферинчех паллӑ ҫитӗнӳсем тӑватӑр, ӗҫчен те ҫирӗп тӗллевлӗ тата яваплӑ пулнипе арҫынсене ырӑ тӗслӗх кӑтартатӑр. 

Эпир малалла та пирӗн хӗрарӑмсем малашлӑха ырӑ шанчӑкпа пӑхма пултарччӑр тесе мӗн кирлине йӑлтах тума тӑрӑшӑпӑр.

Хаклă аннесем, мăшăрсем, хĕрсем, аппасемпе йăмăксем тата асаннесемпе кукамайсем! Хĕвелĕн çуркуннехи пирвайхи пайăркисем тата çурхи чечексен тĕлĕнмелле илемĕ сирĕн чунăра ырлăх кӳччĕр, сирĕн килĕрте хăтлăх, ытлă-çитлĕ пурнăç, ăнлану тата хисеп хуçаланччăр.

Сире юрату, ҫирӗп сывлӑх, чун ӑшшипе ҫураҫулӑх, яланах лайӑх кӑмӑл-туйӑм, телей тата савӑнӑҫ сунатпӑр!

 

Глава района                                                  В.П. Ярайкин

Глава администрации района                   И.Н. Михопаров

 



05 марта 2022
08:27
Поделиться
;