Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днём защитника Отечества!

Поздравление руководства района с Днём защитника Отечества!

Хисеплӗ ентешĕмĕрсем! 

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Сире Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр!

Тăван çӗршыв хÿтӗлевçин кунӗ – çӗршывăмăр хуралӗнче тăракан, Раççейри тăнăçлăха тивӗçтерекен харсăр, хăюллă, вăйлă тата пархатарлă арçынсен уявӗ.

Пирĕн патшалăхăн хÿтĕлевçисен нумай ĕмĕрсем тăршшĕнче тунă вилĕмсĕр паттăр ĕçĕсем çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва чĕререн парăнса ĕçлеме хавхалантараççĕ.

Паян çамрăк ăру геройсен паттăрлăхне пĕтĕм чунтан сума суса асра упрать тата Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен чаплă çар йăлисене тивĕçлĕн çĕнетсе пырать. Хĕрлĕ Чутайра хăюллă ачасем кадет класӗнче пĕлÿ илеççĕ, шкул пĕтернĕ çамрăксем çар академийĕсене вĕренме кĕреççĕ.

Иртнӗ кун-ҫул тапхӑрӗсем пире мирлӗ пурнӑҫа хаклама тата упрама вӗрентеҫҫӗ. Ҫар тумӗллӗ кашни ҫыншӑнах паян ҫӗршыври тӑнӑҫлӑхран тата унта пурӑнакан ҫынсен ырлӑхӗнчен хаклӑраххи нимӗн те ҫук.

Пурнӑҫне юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлев пултарулӑхне тата хӑрушсӑр­лӑхне ҫирӗплетес ӗҫе халалланӑ мӗн пур ҫынна тав тӑватпӑр!

Çак кун пурне те çирӗп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, ыранхи куна шанма тата пӗтӗм ыррине сунатпăр! Пурнăçри мӗнпур тӗллев пурнăçлантăр! 

 Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

 Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



22 февраля 2022
14:47
Поделиться
;