Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăва хуллинче тупнă чун киленĕçĕ

Хăва хуллинче тупнă чун киленĕçĕ

Пултаруллă çын пур енĕпе те ăста. Çакна Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Хусанушкăн ялĕнче пурăнакан Валентин Харитонов та çирĕплетет.

Çăмăл атлетика спорчĕн хастарĕ хĕл кунĕсенче пĕр самант та пушă ирттермест. Вăл йăх-несĕлсенчен ламран-лама куçса пыракан ăсталăха аталантарать. Тивĕçлĕ канăва тухсан, чăн-та, пурнăç пуçланать çеç-и? Çак ыйтăва тишкерме пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Валентин Харитоновпа тĕл пулчĕ. Ватăлма та, ахаль ларма та вăхăт çук. 7 теçетке урлă каçнă Валентин Ефимовичăн чунĕнче хастарлăх тапса тăрать тейĕн. Анлă тавра курăмлă, ылтăн алăллă ăста хулă явас ĕçре хăйĕн чун киленĕçне тупнă. Çак ăсталăхпа 2 çул каялла интернет уçлăхĕнче паллашнă вăл. «Эпĕ пултараймастăп-им?» текен ыйту уншăн йыхрав сăмахĕ евĕр пулнă. Халĕ ентĕ çуртăн пĕр пайне хулăран явса ăсталанă илемлĕх хатĕрĕсем пуянлатаççĕ.

ВАЛЕНТИН ХАРИТОНОВ: «Çÿхе хулă тетпĕр. Пирĕн тăрăхра вăл нумаях мар, шоссе хĕррипе, çул хĕррипе, çырма хĕррипе вĕсем çитĕнеççĕ. Çуркунне пуçтаратăп тата кĕркунне. Çуркунне пуçтарнипе çийĕнчех ĕçлеме пулать, кĕркуннехине яланах вĕретмелле».

Хулă пуçтарасси – вăрах вăхăт илет, тет ăста. Шăпах вăл ĕçĕн 70 проценчĕпе танлашать иккен. Хулăран ÿнер ĕçĕ пултăр тесен вара нумай тăрăшмалла: ăна пăс çинче тытмалла, хуппинчен тастамалла, кайран тинех пулас хатĕрĕн кÿлепине тумалла.

ВАЛЕНТИН ХАРИТОНОВ: «Эпĕ пĕлменни нумай, паллах. Вĕренмелли тата нумай. Тата вĕренес килет».

Савăт-сапа, карçинкка, сĕтел, ярăнмалли пукан тата ытти те. Валентин Хартионов эрешлесе çыхнă хатĕрсене Чăваш Енре çеç мар, Раççей шайĕнче иртекен куравсенче те хаклама пулать. Ылтăн алăллă ăста çулран çул хăйĕн коллекцине анлăлатса пырасшăн. Ку енĕпе ăна савнă мăшăрĕ пулăшса пырать. Вăлах çăмăл атлетика енĕпе ветерансен шайĕнче иртекен ăмăртусенче çĕнтерме хавхалану парнелет. Спортпа алă ĕçне шайлаштарса пыни – тивĕçлĕ канури тапхăра телейлĕ тума май панинчен иккĕлĕнÿ çук.

Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев



17 февраля 2022
08:23
Поделиться
;