Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хӗрлӗ Чутай шкулӗ 200 ҫулхи ҫавра ҫулне паллӑ тума хатӗрленет

Лару-тӑру улшӑнмасан юбилей уявӗ раштавӑн 17-мӗшӗнче пулмалла.


Районти тӗп шкулӑн тӗрлӗ вӑхӑтри ҫурчӗсем ҫак сӑнӳкерчӗкре курӑнаҫҫӗ. Кунтах 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи вӗрентекенсемпе шкул ачисен сӑнӗсем упранса юлнӑ. Шкул музейӗ ҫулран ҫул тӗрлӗ хатӗрпе пуянланса пырать. Вӑл йышра мамонт шӑлӗ те пур. Уйрӑмах педагогсем патриотизм кӗтесепе хӗпӗртеҫҫӗ. Ҫак шкултан пулас Совет Союзӗн геройӗ те вӗренсе тухнӑ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессине кунта паян та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Чутайри ҫамрӑк армеецсем, сӑмахран, умлӑ-хыҫлӑ 6 хут республикӑри Зарница ҫӗнтерӳҫисем пулнӑ, Атӑл тӑрӑхӗнче 2-мӗш, ҫӗршыв шайӗнче 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче ӗҫлекен 2 учитель "Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ" ята тивӗҫнӗ. Пӗтӗмпе кунти 654 ачана паян 52 педагог ӑс парать.

Алексей Енейкин, Михаил Солин



ГТРК "Чувашия"
07 декабря 2021
11:15
Поделиться