Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем народного единства

Поздравление руководства района с Днем народного единства

Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Раҫҫей патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри –

Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Ха­лӑх пӗрлӗхӗ, вӑл пат­тӑр­лӑх кӑтартма хатӗр пулни хуть те хӑш саманара та Тӑван ҫӗршывӑ­мӑ­рӑн мӑ­наҫ­лӑхӗн никӗсӗ шутланать. Эпир ҫак уява килӗшӳпе пӗрлӗх йӑли-йӗркине хисеплесе паллӑ тӑватпӑр, вӗсем пирӗн нумай наци ҫӗршывӗнчи миллион-миллион ҫынна ӗмӗр тӑршшӗпех пӗрлештернӗ.

Раҫҫей - тӗнчери чи нумай наци патшалӑхӗсенчен пӗри. Эпир пурте хамӑрӑн Тӑван Ҫӗршывпа тата унӑн нацийӗсемпе мухтанатпӑр. Пирӗн халӑх хушшинчи пӗрлӗхпе сӑнарлӑ хӑвата пула Ҫӗршыв мӑнаҫланса та ҫӗкленсе пырать, малти вырӑна йышӑнать.

Хаклӑ ентешсем! Сирӗн килӗрте яланах ҫураҫупа тӑнӑҫлӑх хуҫаланччӑр, чӗрӗре хамӑрӑн нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫланма хистекен ҫутӑ туйӑм вӑй парса тӑтӑр! Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, юрату, телей тата ырлӑх сунатпӑр! Кашни ир янкӑр тӳпе тата тăнăçлăх илсе килтӗр.

 

Район пуçлăхě                                                   В.П. Ярайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



03 ноября 2021
14:20
Поделиться
;