Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Красночетайского района с Днем Учителя

Поздравление главы администрации Красночетайского района с Днем Учителя

Хисеплĕ вĕрентекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире Учитель кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Вĕрентекен кунĕ – пĕлÿ тата воспитани парассипе тимлекен çынсен уявĕ. Шăпах эсир ачасене ăслă пулма, ĕçлеме, шухăшлама, творчествăлла çынсем пулма вĕрентетĕр. Сирӗн ӗҫӗре хаклама ҫав тери йывӑр, унӑн хакӗ пытӗ пысăк! Ахальтен мар учитель профессине суйласа илнĕ, тивӗçлӗ ăс-тăн парса пурнăç çулӗ çине тухма пулăшнă çынсене нумайăшĕ пурнăç тăршшĕпе хисеплесе пуç таяççĕ.

Хаклă вĕрентекенсем! Сире ĕçри хастарлăхăршăн, хăвăр тивĕçĕре чунтан парăнса пурнăçланăшăн, ачасене тарăн пĕлӳ илме пулăшнăшăн, вĕсене хăвăрăн чĕре ăшшине панăшăн чун-чĕререн тав тăватăп.

Пурсăра та профессире çĕнĕ çитĕнӳсем тума, ĕçĕрпе кăмăллă пулма, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп! Уяв ячӗпе сире!

  Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров

 



05 октября 2021
07:51
Поделиться
;