Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Международным днем пожилых людей

Поздравление руководства района с Международным днем пожилых людей

Аслă ăрăвăн хисеплĕ çыннисем!

Сире паянхи сумлӑ уявпа чун-чӗререн саламлатпӑр!

Аслă ăрури ҫын вӑл - нумай ҫул хушши ӑслӑлӑх, чӑтӑмлӑх, лӑпкӑлӑх пухнӑ ҫын. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăç çулĕ, хăйĕн ăраскалĕ, хăйĕн ватлăх ĕмĕрĕ. Тивĕçлĕ ка­нура пулсан та эсир районти обществӑлла пурнӑҫӗнче, çамрăксене патриотизм тата гражданла воспитани па­нă çӗрте активлă хутшăнатăр.

Хисеплӗрен те Хисеплӗ аслӑ ҫынсем! Эсир пуррипе пурнӑҫ илемлӗ, пурнӑҫ паха. Пире, çамрăксене, тĕрĕс çул çине тăратнăшăн, ăс панăшăн, тĕрĕс пурăнма вĕрентнĕшĕн тав тăватпăр.

Сире ырлăх-çитлĕх, телейлӗ кун-ҫул, канлĕ ватлăх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатпăр. Сывлăхăра упрăр, яланах хисепре пулăр.

 

Район пуçлăхě                       В.И. Мурайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



01 октября 2021
08:00
Поделиться
;