Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем дошкольного работника

Поздравление руководства района с Днем дошкольного работника

Хисеплӗ воспитательсем, ача сачӗн ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!

Сирӗн тимлӗ алӑра чи хакли - пирӗн ачасем. Шкулчченхи ҫул - ача пурнӑҫӗнче уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ тапхӑр. Шӑпах çак тапхăрта ача пӗлӳ тӗнчипе паллашать, хӑйне тантӑшӗсем хушшинче тыткалама тата вӗсемпе хутшӑнма хӑнӑхать, ушкӑнра пурӑнма вӗренет. Ҫавӑнпа та ачасем мӗнлерех ҫын пулса ҫитӗнесси ытларах чухне воспитатель ӑсталӑхӗнчен, мӗнлерех юратса вӗрентнинчен килет.
Ача сачӗсем ҫӗкленсе хута каяҫҫӗ тата юсанса ҫӗнелеҫҫĕ, шкулсенче пепкесем валли хушма уйрăмсем йĕркеленеҫҫĕ.  Чылай шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗнче пултаруллӑ ачасене тупса палӑртмалли тата вӗсене тивӗҫлӗн аталантарса пымалли программӑсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Ҫакна та палӑртмалла: шкулчченхи вӗренӳ учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем ҫемьепе пӗр шайра, ҫавӑнпа та сирӗн професси обществӑра чи пӗлтерӗшлӗ те хисеплӗ пулни палӑрать.

Тухӑҫлӑ ӗҫӗршӗн, пысӑк ӑсталӑхӑршӑн тата ачасемшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тăватпăр. Пурсӑра та ҫирĕп сывлăх, ырă пуҫарусенче ҫитĕнӳсем, телей тата ырлӑх сунатпăр!

                           Район пуçлăхě                       В.И. Мурайкин

 Район администрацийěн пуçлăхě                     И.Н. Михопаров



27 сентября 2021
08:05
Поделиться
;