Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем знаний

Поздравление руководства района с Днем знаний

Хаклӑ шкул ачисемпе студентсем! Хисеплӗ педагогсем тата ашшӗ-амӑшӗ!

Сире Пӗлӳ кунӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чун-чӗререн саламлатпӑр!

Пӗлӳ кунӗ вӑл – чи ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ уяв, туссемпе, вӗрентекенсемпе, ҫӗнӗ пӗлӳпе, хӑнӑхупа тӗл пулнă самант. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», – тенӗ пирӗн мӑн асаттесем. Ҫак сӑмах­сен­че – кашни ҫыншӑнах ҫитӗнӳ тупсӑмӗ пур.

Ҫак кун пӗрремӗш класра вӗренекенсем уйрăмах саламлă сăмахсене тивӗҫлӗ – вӗсемшӗн шкул пӗрремӗш хут алӑкӗсене уҫать. Вунпӗрмӗш классемшӗн вара - тӑван шкулта вӗренмелли юлашки вӗренӳ ҫулӗ. Ăнăçусем çӗнсе илме вӗренекенсемшӗн, педагогсемшӗн, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн кашни кун тухӑҫлӑ пултӑр тетпӗр. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ сире нумай савӑнӑҫлӑ пулӑм парнелессе шанса тӑратпӑр. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, тарӑн пӗлӳ илме иксӗлми вӑй-хал, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата лайӑххине яланах ӑша хывса пыма сунатпӑр.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе!

                           Район пуçлăхě     В.И. Мурайкин

  Район администрацийěн пуçлăхě     И.Н. Михопаров



01 сентября 2021
08:00
Поделиться
;