Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем физкультурника

Поздравление руководства района с Днем физкультурника

Хисеплӗ тренерсемпе спортсменсем, физкультурӑпа спорт ветеранӗсемпе ӗҫченӗсем тата сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыракансем!

Сире пӗтӗм Раççейри Физкультурник кунӗ ячӗпе саламлатпӑр!

Физкультурӑпа спорт - сывӑ пурнӑҫ йӗркин никӗсӗ. Ḉак уяв профессионаллă спортсменсемпе тренерсене, физкультурӑпа спорт ӗҫченӗсене кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакан мӗнпур ҫынсене пӗрлештерет. 

Спортпа туслă пулни сывлăха çирӗплетме пулăшнине кашниех ăнланать. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи тренерсемпе физкультура ӗҫченӗсен тăрăшуллăхне пула çăмрăк спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине ытларах та ытларах тытса пыни савӑнтарать. Раççей тата республика шайӗнчи спорт ăмăртăвӗсенче палăрнă ентешсемпе эпир чăннипех мухтанатпăр.

Ҫак кун физкультурӑпа спорт ӗçченӗсене тав сӑмахӗсем калатпăр. Спорт çирĕп кăмăллисене, йывăрлăхсене çӗнтерме тата малтан мала ăнтăлма пултаракансене кăмăллать. Ḉавăнпа та сире пурсӑра та хастарлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр. Спортпа туслашни сире савӑнтартӑр, телей кӱтĕр. Палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнăçлама, ҫӗнӗ çитĕнӱсем тума тата ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!

 Район пуçлăхě                                    В.И. Мурайкин

 Район администрацийěн пуçлăхě                               И.Н. Михопаров

 

 

 



13 августа 2021
13:36
Поделиться
;