Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем строителя

Поздравление руководства района с Днем строителя

Строительство отраслěн хисеплě ěҫченěсем тата ветеранěсем!

 Сире професси уявě ячěпе пěтěм чунтан саламлатпӑр! 

Строитель ӗҫӗ кашнийӗншӗнех курмлӑ. Эсир ҫӗнӗ материалсемпе усӑ курса, строительство отрасльне аталантарса ҫӗнӗ технологисене ӑнӑҫлӑ ӗҫе кӗртетӗр. Сирӗн тăрăшуллăха пула пурӑнмалли ҫěнě ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсемпе ача сачӗсем, больницӑсем тата социаллӑ ытти учрежденисем юсанаҫҫӗ, ялсем ҫěнелеҫҫě.

Сирӗн ӗҫ пахалӑхӗ вӑл чи малтанах ҫынсен ырлӑхӗ, вӗсен тивӗҫлӗ те шанӑҫлӑ пурнӑҫӗ.

Хисеплӗ строительсем! Ҫынсене савӑнӑҫ паракан пултаруллӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн сире пысăк тав. Ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫлама ăнăçу, ӗҫре ҫитӗнӳсем, ҫирӗп сывлӑх тата телей сунатпӑр!

  Район пуçлăхě                            В.И. Мурайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                               И.Н. Михопаров

 



06 августа 2021
15:02
Поделиться
;