Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства района с Днем семьи, любви и верности

Поздравление руководства района с Днем семьи, любви и верности

Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫыннисем!

 Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!

 Туслӑ та ҫирӗп ҫемье мӗн ӗмӗртен сывӑ та вӑйлӑ общество никӗсӗ пулса тӑнӑ. Ҫемье пирӗн пурнӑҫа паха пӗлтерӗшпе пуянлатать, пурнӑҫри нимрен хаклӑ тупра тата шанчӑклӑ тӗрев шутланать, телейлӗ пулма тата пурнӑҫ тӗллевне тупма пил парать. Пӗрне-пӗри ӑнланса тата тӑтӑшах пулӑшса пырсан кӑна ҫемье ҫирӗп пулать.

Ҫак уяв кунӗнче сире ҫирӗп сывлӑх, пысӑк телей, ҫураҫулӑх, ырлӑх сунатпӑр! Кашни ҫемьере яланах савӑнӑҫ, юрату, килӗшӳлӗх хуҫаланччӑр! Уяв ячӗпе Сире!

Район пуçлăхě                            В.И. Мурайкин 

Район администрацийěн пуçлăхě                               И.Н. Михопаров

 

 



08 июля 2021
07:59
Поделиться
;