Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района С Днем медицинского работника

Поздравление руководства Красночетайского района С Днем медицинского работника

Хисеплӗ сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченсем тата ветеранӗсем!

Сире медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр! Кирек хӑш вӑхӑтра та медицина ӗҫченӗн профессийӗ пархатарлӑ та кирлӗ шутланнӑ. Уйрӑмах халӗ, пирӗн ҫӑмӑл мар вӑхӑтра - короновирус чирӗ алхаснӑ тапхӑрта, ҫак професси питӗ кирлӗ пулнине эпир пурте питӗ лайӑх ӑнланатпӑр. Эсир чӑн-чӑн паттӑрсем, урӑхла каласан, ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлакансем.

Ҫак уяв кунӗнче сирӗн ҫӑмӑл мар ӗҫӗршӗн, ҫынсемпе тимлӗ тата уйрӑмах ырӑ пулнишӗн чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Ҫирӗп ырлӑх-сывлӑх, телей, чӑтӑмлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫемьере килӗшӱ сунатпӑр. Малашне сирӗн пӗтӗм ӗҫ ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе палӑртӑр!

Професси уявӗ ячӗпе сире, сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем!

 

Район пуçлăхě                            В.И. Мурайкин

Район администрацийěн пуçлăхě                               И.Н. Михопаров



18 июня 2021
08:16
Поделиться
;