Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Раҫҫей кунӗнче чылай районта уявсем кӗрлерӗҫ

Пысӑк ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн тулли кӑмӑлпа уявра савӑнасси - чӑвашсен ламран-лама куҫса пыракан ырӑ йӑли. Ҫурхи ака-суха вӗҫленсен, ытти ӗҫ пуҫланиччен сывлӑш ҫавӑрса ямалла тӑван-хурӑнташпа, кӳршӗ-аршӑпа, ял-йышпа Акатуйра савӑнать пирӗн халӑх.  


Хӗрлӗ Чутайра уяв Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче иртрӗ. Кунта суту-илӳ речӗсем, ал ӑстисен ярмӑркки, ял тӑрӑхӗсене сӑнлакан картишсем вырнаҫтарнӑ. Пушӑ вӑхӑтра ал ӗҫӗ тӑвакан кашни ялтах пур. Ҫак кун ӗҫре палӑрнӑ ҫынсемпе танах вӗренӳре спортра обществӑлла пурнӑҫра аван ӗлкӗрсе пыракан шкул ачисене те чысларӗҫ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе, Раҫҫей кунӗнче 14 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене паспорт тыттарчӗҫ.

Тӑвай районӗнче те чӑваш халӑхӗн историйӗ пирки чаплӑ представлени хатӗрленӗ - кунта ҫӗр ӗҫченӗсем те, Сӑр хӳтӗлев чиккине тӑвакансем те, регион аталанӑвӗ те, пирӗн пуласлӑх - ачасем те. Тӑвайӗнчи "Аль" спорт комплексӗн стадионӗнче ял хуҫалӑх техникин куравне йӗркеленӗ. 

 Надежда Александрова, Павел Иритков  



ГТРК "Чувашия"
17 июня 2021
21:21
Поделиться
;