Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Победы

Поздравление руководства Красночетайского района с Днем Победы

Хӗрлӗ Чутай хисеплӗ ҫыннисем!

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!

 Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатпӑр!

Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗр-шыва чунтан  юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать.  Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар  ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.

Чӑваш Ен  ҫыннисем Тӑван ҫӗр-шыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ – ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн

паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн чутай ҫӗрӗн 8020 харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ.  Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман – ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикипе пӗрле пирӗн район ҫыннисем те арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне,  кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.

Кашни  ҫулах Майӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ

ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ  паттӑрсене

чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!

Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир – халӑхӑн тӗп хӑвачӗ!

Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатпӑр!

 

Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ                                                   В.И. Мурайкин

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ                      И.Н. Михопаров

 



08 мая 2021
21:17
Поделиться
;