Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление руководства Красночетайского района с Праздником Весны и Труда

Поздравление руководства Красночетайского района с Праздником Весны и Труда

Хисеплĕ хĕрлĕчутайсем, ентешсем!

Майăн 1-мĕшĕ – çуркуннепе шанчăк, савăнăç уявĕ. Унăн паллисем ĕçе юратнинче, пĕрлĕхлĕ пулнинче палăраççĕ. Асăннă уяв ял çыннисене çутă хĕвеллĕ кунсемпе, çутçанталăкăн хитре тĕсĕсемпе усă курса пĕрле пулма хистет. Нумайăшĕ çак уява уй-хирте, фермăсенче, садсенче, пахчара кĕтсе илет.  Ěçшавĕ пире нумай ырă ĕç тума хистет. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак тапхăрта хальхи вăхăтра кăтартуллă тăрăшакансене, ĕç ветеранĕсене, ĕç династийĕсене чыслаççĕ. Шăпах ĕç пире пĕрлештерсе тăрать. Пирĕн малашлăх кулленхи палăртнă плансене пурнăçа еплерех кĕртнинчен чылай килет. Кашни ентешĕн тăрăшулăхĕ – пуласлăхăн тÿпи. Яланах уява эпир тăвансемпе, юлташсемпе, çывăх çынсемпе пĕр ушкăнра кĕтсе илнĕ пулсан, хальхи вăхăтра  пирĕн хушăмăрта хăрушă вируса пула чирлекенсем пулнипе анлăн уявлассине тăхтаса тăма ыйтатпăр. Хамăра хамăрăн упрас пулать. Сывлăхран хакли нимĕн те çук.

Уяв ячĕпе саламланă май савăнăçлă та тулли кăмăл, çирĕп сывлăх та чун ăшши сунатпăр.

 

В.МУРАЙКИН, район пуçлăхĕ

И.МИХОПАРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕ

 



30 апреля 2021
08:47
Поделиться
;