Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çар хатĕрленĕвĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннă

Ессентуки - Ставрополь крайĕнчи курорт-хула, "Кавказри Минераллă Шывсем" федераллă пĕлтерĕшлĕ курортсен ушкăнĕн административлă центрĕ.

Шăпах çак хулара иртнĕ те кăçал салтак çулне çитмен çамрăксен Спартакиадин финалĕ. Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ăмăртусенче Чăваш Ен чысне Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен яшсем хỹтĕленĕ. Спартакиада ноябрĕн 8-мĕшĕнче пуçланнă та пĕр эрне хушши пынă, ăна ноябрĕн 14-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура хупнă.

Ставрополь тăрăхĕнчи Спартакиадăна çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи 23 команда пухăннă. Йĕркепе килĕшỹллĕн, ăмăртусене хутшăнакансен çул ỹсĕмĕ 14 çултан пуçласа 17 çулччен пулмалла. Тĕрĕссипе вара ытти командăсенче 14-15 çулхи яшсем пулманпа пĕрех тесен те юрать, ытларах 11-мĕш класра вĕренекен çамрăк спортсменсем пулнă - чылай регионтан Спартакиадăна пĕрлештернĕ командăсем хутшăннă. Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командинче вара Богдан Яркин тин кăна 14 çул тултарнă, Валерий Аргандейкин тата Павел Секайкин - 15 çулта, Александр Агаськин, Евгений тата Никита Канцеляровсем, Игорь Князьков, Егор Секайкин, Федор Ябыков - 17 çулта, ушкăн командирĕ Иван Сармандейкин - 16-ра.

Палăртмалла, Спартакиадăра пĕрремĕш вырăна Ханты-Мансийск автономи округĕнчи çарпа спорт клубĕн команди тухнă, Мускав хулин пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш пулнă, Мари Республикин пĕр-лештернĕ команди - виççĕмĕш. Куратпăр ĕнтĕ, хĕрлĕчутайсен питĕ вăйлă командăсемпе тупăшма тивнĕ, анчах та вĕсем çухалса кайман, хăйсене лайăх енчен кăтартса парса 4-мĕш вырăн йышăнма пултарнă. Тĕрĕссипе, ăмăртусен пĕтĕмлетỹ протоколне тишкерсен пирĕн район команди Мари Республикинчи команда пекех пурĕ 12 балл пухни палăрать. Анчах та хĕрлĕчутайсен вăй-хал хатĕрленĕвĕпе çыхăннă ăмăртăвĕсем ăнăçлах пулайманни вĕсене çĕнтерỹ пьедесталĕ çине хăпарма май паман.

Хĕрлĕ Чутай шкулĕн командин наставникĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Эдуард Васильевич Романов, Ессентуки тăрăхĕнче иртнĕ ăмăртусем пирки çапла каласа парать:

- Салтак çулне çитмен çамрăксен Раççей шайĕнчи Спартакиадине хутшăнас тесе пирĕн республика ертỹçипе Олег Николаевпа çыхăнма тиврĕ. Кăçал ытти çулсенчи пек республика шайĕнчи Спартакиада пулмарĕ, çавăнпа та çĕршыв шайĕнчи ăмăртусене каяссипе çыхăннă йĕркелỹ саманчĕсенче йывăрлăхсем тухрĕç, вара пире Ессентуки хулине кайма Олег Алексеевичăн тĕревĕ кирлĕ пулчĕ. Пире ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн ăна тав.

Ăмăртусене эпир октябрь уйăхĕнче хатĕрленме пуçларăмăр - Спартакиадăн финалĕ пулассине эпир çавăн чух тин пĕлтĕмĕр. Вăхăт сахалтарахчĕ пулин те, ачасем япăх мар хатĕрленчĕç темелле, унсăрăн вĕсем кадет корпусĕсемпе çарпа спорт клубĕсенчен килсе çитнĕ ытти командăсем хушшинче лайăх кăтартусем тăвайман пулĕччĕç. Пирĕн команда çар хатĕрленĕвĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Стройпа утса тата автомат сỹтсе пухса, электронлă пăшалтан персе, турник çинче туртăнса эпир иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр. Уйрăм кăтартусенчен Егор Секайкин тăршшĕне сикессипе тăваттăмĕш, Богдан Яркин турник çинче туртăнса пиллĕкмĕш, электронлă пăшалтан персе Павел Секайкин çиччĕмĕш пулнине палăртса хăварас килет. Раççей шайĕнчи ăмăртусене пĕрремĕш хут хутшăнакан çамрăксемшĕн ку япăх мар кăтарту тесе шутлатăп.

Çỹлерех асăннă ăмăртусемсĕр пуçне яшсен 60, 100 тата 3000 метр тăршшĕне чупмалла, граната ывăтмалла, выртнă çĕртен кĕлеткене йăтмалла тата тăршшĕне вырăнтан сикмелле пулчĕ.

Ăмăртусене тухса кайиччен эпĕ яшсене çĕршыври чи лайăх пилĕк команда йышне кĕме тăрăшмалли пирки каланăччĕ. Ачасем маттур, ума лартнă тĕллеве туллин пурнăçларĕç.

Çакна та палăртса хăварас килет: 2010 çултанпа Хĕрлĕ Чутай шкулĕн Эдуард Романов хатĕрлесе ертсе пынă салтак çулне çитмен çамрăксен командисем пĕрре те пиллĕкмĕш вырăнтан аяла чакман. 2010 тата 2011 çулсенче вĕсем Шупашкарта 5-мĕш вырăн йышăннă, 2014 тата 2015 çулсенче Рязань хулинче - 4-мĕш вырăн. 2013 çулта вара Нижнекамск хулинче иртнĕ Раççей шайĕнчи Спартакиадăра виççĕмĕш вырăн йышăннă, 2016 çулта Краснодар хулинче - иккĕмĕш.

Пĕлнĕ тăрăх, Раççей Федерацийĕн Спорт, Оборона министерствисем тата Раççей ДОСААФ-ĕ çамрăксене вăй-хал тата кăмăл-сипет воспитанийĕ парас, çар службин мăнаçлăхне ỹстерес тĕллевпе йĕркелесе ирттерекен Спартакиадăсенче тăтăшах çакăн евĕр кăтартусемпе палăракан команда çĕршывра хальлĕхе урăх çук.

Паллах, пултаруллă ачасен тата вĕсен наставникĕн çитĕнĕвĕсемшĕн Хĕрлĕ Чутай шкулĕн вĕрентекенĕсем те, шкул ачисем те савăнаççĕ.

- Эпир пирĕн шкулти салтак çулне çитмен çамрăксен команди тăтăшах Раççей шайĕнче шкул, район тата республика чысне хỹтĕлеме тивĕçнĕшĕн хăпартланатпăр. Кăçалхи Спартакиадăран та Эдуард Романов ертсе пыракан команда япăх мар кăтартусемпе таврăнчĕ - эпир вĕсемпе мухтанатпăр. Маттур яшсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе шкулти ытти ачасене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, - тет Хĕрлĕ Чутай шкулĕн директорĕ Вероника Архипова.

Ырă тĕслĕхĕ вара пурах. Спартакиадăсене кайса çỹрекен яшсенчен чылайăшĕ шкултан вĕренсе тухсан çар профессине суйласа илет, хăйĕн пурнăçне çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарать. Вĕсене кура ытти каччăсем те çак профессипе кăсăкланаççĕ. Апла пулсан Эдуард Романов ачасен вăй-халне çирĕплетессипе тата çар службин мăнаçлăхне ỹстерессипе тĕллевлĕ те ăнăçлă ĕçлесе пырать тесе çирĕппĕнех калама пулать.

Иван САРМАНДЕЙКИН, ушкăн командирĕ:

- Спартакиадăна мĕнле йĕркелесе ирттерни мана килĕшрĕ. Ăмăртусенче çăмăл пулмарĕ, анчах та эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех турăмăр тесе шутлатăп - пĕтĕм вăйран тупăшрăмăр. Эпир Спартакиадăна тăрăшса хатĕрлентĕмĕр - пирĕншĕн кĕтмен нормативсем пулмарĕç. Киле лайăх кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр - ыттисем хушшинче хамăра япăх мар кăтартса пама пултартăмăр, медальсене тивĕçрĕмĕр. Пире атте-анне, çывăх çынсемпе юлташсем хавхалантарса тăни те питĕ пулăшрĕ. Эпир вĕсемпе пушă вăхăт тупăнсанах телефонпа çыхăнаттăмăр. Ессентуки - илемлĕ хула, мана унта килĕшрĕ. Вăхăт тупса хула тăрăх курса çỹрерĕмĕр.

Алина КАНЦЕЛЯРОВА, Ачкасси ялĕ, Евгений тата Никита Канцеляровсен амăшĕ:

- Ачисем инçе çула тухассине пĕлсен хуть те мĕнле амăшĕ те пăлханать, анчах та пирĕн аслă ывăлăмăр Олег та шкулта вĕреннĕ чух спартакиадăсене хутшăнатчĕ те, эпир Женьăпа Никитăна Эдуард Васильевичпа тата Ирина Алексеевнăпа çирĕппĕн шанса ятăмăр. Паллах, ывăлăмсемпе кашни кунах телефонпа калаçрăмăр, ăмăртусем мĕнле пынипе кăсăклансах тăтăмăр.

Ачасем Раççей шайĕнчи Спартакиадăна хутшăнма тивĕç пулнăшăн савăнатăп. Вĕсене çĕршыври чи вăйлă командăсемпе тупăшма çăмăл пулман, анчах та арçын ачасен çирĕп пулмалла, йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхмалла. Çар хатĕрленĕвĕпе - пĕрремĕш, стройпа утса тата автомат сỹтсе пухса иккĕмĕш вырăн йышăннă яшсене пурне те маттурсем тесе калас килет.

Сăмах май, ачасем ăмăртусем хăйне евĕрлĕ иртнине те палăртрĕç. Калăпăр, виçĕ километр тăршшĕне вĕсем пĕр кỹлĕ тавра чупнă - яшсене кун пек çĕрте тупăшма интереслĕ пулнă.

Ывăлăмсем Спартакиадăран лайăх кăмăлпа таврăнчĕç. Вĕсене Ессентуки хулинче питĕ килĕшнĕ, минерал шывне те кăмăлĕсем туличченех ĕçнине палăртаççĕ. Вĕсем ăмăртусем хыççăн пуйăс çине ларнă чух Ставрополь тăрăхĕнче 15 градус ăшă пулни, киле çитсен вара 15 градус сивĕ тăни пирки те кăсăкланса калаçрĕç.

А.КАРПОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
20 ноября 2020
13:53
Поделиться