Шкула, ачасем, шкула...
Кăçал ачасен çуллахи каникулĕ ытти чухнехинчен вăрăмрах пулчĕ пулин те, çу кунĕсем çав-çавах сисĕнмесĕр иртрĕç - акă каллех Пĕлỹ кунĕ çывхарать.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсем каллех ачасен хаваслă сассисемпе тулĕç. Кăçал районта шкула пурĕ 1352 ача кайĕ, вĕсенчен 130 ача валли шăнкăрав пĕрремĕш хут янăрĕ.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкулсенче савăнăçлă линейкăсем 1-мĕш, 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем валли кăна пулĕç. Ыттисемпе Пĕлỹ кунĕнче класс сехечĕсем ирттерĕç.
Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăрĕ. Паллă ĕнтĕ, ку коронавирус инфекцийĕ сарăлассинчен сыхланассипе çыхăннă. Вĕренекенсем шкулти пĕр пỹлĕмрен теприне куçса çỹремĕç, вĕсем патне учительсем çỹрĕç. Пур шкула та дезинфекци хатĕрĕсемпе, ятарлă градусниксемпе тивĕçтерĕç.
Кăçал тата тепĕр çĕнĕлĕх те пур - пуçламăш классенче вĕренекенсене тỹлевсĕр апат çитерĕç.
А.КАРПОВА.