Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çутçанталăкран мар, хамăртан кулатпăр...

Çак кунсенче пирĕн пата Туктамăш ялĕнчи Завод урамĕнче пурăнакан шăнкăравларĕ. Ял урамĕнче йытăсем ирĕкре çỹренине, çынсем тĕрлĕ акцисене хутшăнса лартнă йывăçсене хуçиcем асăрхаса тăман выльăхсем пĕтернине тата ял çывăхĕнчи çырмана çỹп-çап пăрахса тултарнине пĕлтерчĕ вăл.

Паллах, эпир Туктамăш ялĕн Завод урамне те, çырмана та çитсе куртăмăр. Урама пырса кĕрсенех чи малтан пирĕн куç тĕлне йăлари хытă каяшсене тăкмалли çĕнĕ пластик контейнерсем тĕл пулчĕç. Темшĕн-çке вĕсем, тулса кайнăскерсем, ятарласа тунă вырăнта мар, ун умĕнче ларатчĕç. Йĕри-тавра ăпăр-тапăр йăванса выртатчĕ...

Ял урамĕнче йытăсем, чăнах та, курăнкаларĕç, анчах та пысăкcкерсем марччĕ. Халь йытă кĕтĕвĕсем пухăннă вăхăт мар, тен, чылайăшне хуçисем кăкарса хунă?

Тин кăна лартнă йывăçсем пирки вара çакна каласа хăварас килет: кăçал Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне, чăнах та, нумайăшĕ "Сад памяти" евĕр тĕрлĕ акцие хутшăнса йывăçсем лартрĕ. Пĕр ялта пурăнакансем пĕр-пĕрин ĕçне хаклама пĕлменни пăшăрхантарать, паллах. Хуть те мĕнле выльăхшăн та хуçисем яваплă пулнине асра тытма ниепле те хăнăхаймастпăр пулас эпир.

Çак урамран пралукпа ял çăви еннелле тухсан сулахаялла çул каять. Ку çул халĕ "Заготовки" ТЯО выльăхĕсене усракан вырăнтан иртсе çырма хĕррине çитет. Çак çырма çывăхĕнче йывăçлă лаптăк пур, унта вара кам мĕн пĕлет, çавна тăкса тултарнă.

Пирĕн пата шăнкăравланă çын унта шăпах выльăхсем усранă çĕртен тракторпах çỹп-çап тиесе тухса кайса пăрахни пирки каларĕ.

Çырма патне çỹп-çап, ăпăр-тапăр тăкакансем: "Çутçанталăк чăтать", - теççĕ-ши? Е ялтан аякка тăксан та, вараласан та юрать теççĕ? Хăçанччен капла çынлăха, намăса çухатса пурăнăпăр? Тавралăха вараласа çутçанталăкран мар, хамăртан мăшкăллатпăр эпир...

Алина ИТТИ. 



Районная газета "Наша жизнь"
29 мая 2020
09:40
Поделиться