"Депутатсен шучĕ чакĕ"
- Кăçал пире черетлĕ суйлав кĕтет. Унăн кунĕ те паллă ĕнтĕ - сентябрĕн 13-мĕшĕ. Çав кун эпир Чăваш Республикин Пуçлăхне, çавăн пекех район Пухăвĕн депутачĕсене, ял тăрăхĕсен Пухăвĕн депутачĕсене суйлăпăр. Сăмах май, кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 12916 суйлавçă шутланса тăрать.
Çын шучĕ пĕчĕкленсе пынине шута илсе депутатсен хисепне чакарма йышăннă. Акă хальччен район Пухăвĕнче 18 депутатчĕ, малашне 15 кăна юлĕ. Çитес суйлавра эппин эпир 15 депутата суйлăпăр.
Ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен вара пурĕ 115 депутат шутланатчĕ. Округсен хисепĕ чакнă май 115-рен 90 депутат çеç юлĕ. Ачкасси, Атнар тата Штанаш ял тăрăхĕсен Пухăвĕсенче депутатсен шучĕ çаплах юлĕ. Ыттисенче вара вĕсен хисепĕ улшăнĕ: Мăн Этмен ял тăрăхĕнче 10 депутатран 8 кăна юлĕ, Тралькассинче 12-рен 9, Хĕрлĕ Чутайра 15-рен 10, Пантьăкра 14-ран 10, Питĕркассинче 10-ран 7, Кив Атикассинче 11-тен 7, Хусанушкăнче вара 14 депутатран 10 кăна юлĕ.
Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсем шăпах депутатсен йышне пĕчĕклетес ыйтăва пăхса тухаççĕ.
Светлана КНЯЗЬКОВА, райадминистраци ĕçĕсен управляющийĕ, йĕркелỹпе тĕрĕслев, кадр тата право ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ.