Çăмăллăхлă кредит яла çĕнĕ варкăш вĕрсе кĕртĕ
Халăх пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе çĕршывра çĕнĕрен те çĕнĕ программăсем хута каяççĕ. Çак кунсенче халăха калаçтарканни вара, ахăртнех, ял ипотеки. Çĕнĕлĕх яланах нумай ыйту çуратать. Вĕсен хуравне пĕрле шыраса пăхăпăр.
Тĕллевĕ.
Раççей Правительстви 2019 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче "Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарасси" программăна пурнăçа кĕртмешкĕн çĕнĕ йышăну кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн çуралнă та ял ипотеки. Унăн чи паха енĕ - ставка 3 процент кăна пулни. Ку ипотека тĕп тĕллевĕ - çынсене яла таврăнма хистесси. Тĕллеве пурнăçласан çĕршыв картти çинчен ялсем çухалма пăрахĕç, аталанма пуçлĕç. Çумтĕллевне вара тахçанах пурнăçа кĕртме пуçланă ĕнтĕ: ял тăрăхĕсене аталантарас, транспорт, инженери инфратытăмĕпе тивĕçтерес программа тивĕçлипе пурнăçланса пырать.
Проекта пурнăçлама 2,3 триллион тенкĕ уйăрнă, унăн пысăк пайне федераци бюджетĕнчен саплаштараççĕ.
3 процентлă ипотека хăçан пурнăçланма пуçлать? Ял тăрăхĕсене комплекслă аталантарас программăн проектне 2019 çулхи çулла çирĕплетнĕ, анчах та вăл 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пурнăçланма пуçлĕ. Апла-тăк, çак ипотекăпа усă курас текенсенчен Çĕнĕ çул хыççăн заявка йышăнма тытăнаççĕ. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, программа 2025 çулччен вăйра пулĕ.
Пĕтĕмĕшле условисем. Правительство йышăннă тăрăх, çăмăллăхлă ялти ипотекăна пурăнмалли çурт туянма е çĕклеме тата уйрăм тăрăхсенче кăна парĕç:
. Ял тăрăхĕсенче.
. Муниципалитет район территорине кĕрекен лаптăксенче.
. Халăх йышлă пурăнман тăрăхсенче.
. Рабочисен е хула йышши поселоксенче.
. 30 пин çынран сахалрах пурăнакан ял тăрăхĕсемпе инфратытăмра, социаллă тата экономика, ĕç вырăнĕсемпе пĕрлĕхре тăракан пĕчĕк хуласенче.
Асăрхăр! 3 процентлă кредита Мускав тата унăн облаçĕн, Санкт-Петербург муниципалитет пĕрлĕхĕсенче çурт туянмашкăн памаççĕ.
Мĕн пĕлмелле?
. Кредит килĕшĕвĕсене 01.01.2020 хыççăн кăна алă пусма пулать.
. Инçет Хĕвелтухăç е Ленинград облаçĕсенче çурт туянас е çĕклес текенсем валли займ - 5 млн, ытти регионра 3 млн тенкĕпе танлашать.
. Процент ставки 3 процент, анчах та регион ертỹлĕхĕн ăна татах та чакарма ирĕк пур.
. Ипотека кредитне чи нумаййи 25 çуллăха параççĕ.
. Малтан хывмалли виçе илекен ссудăн 10 процентпа танлашать.
Асăрхăр! Патшалăхăн çак пулăшăвĕпе пĕр хутчен çеç усă курма май пур. Çурта сутмашкăн 5 çул ирĕк пулмĕ.
Кам илме пултарать?
. Ялта пурăнакансем е яла куçма шухăш тытнă хула çыннисем.
. Программăпа 21-65 çулсенчи çынсем.
. Паллах, кредита тавăрса пама пултарнине ĕнентерекен документсем хатĕрлемелле.
Хатĕр çурт туянас текенсен мĕн пĕлмелле?
. Унта çулталăкĕпех пурăнма услови пулмалла.
. Çурта инженери тытăмĕпе тивĕçтермелле (электричество, шыв, газ, канализаци).
. Пурăнмалли лаптăк çын пуçне регионта палăртнă виçепе шайлашуллă пулмалла.
Ыйтусем пулсан. Паллах, документсем хатĕрлеме пуçласан ыйтусем татах та сиксе тухаççĕ. Вĕсен хуравне "Банк ДОМ.РФ" сайтĕнче тупма пулать (РФ Правительстви - çак банкăн акционерĕ). Хальлĕхе Раççей ялхуçалăх тата Перекент банкĕсем заявкăсем йышăнас енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Тата хăш банк 3 процентлă çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме пултарассине çывăх вăхăтра РФ Ялхуçалăх министерствин сайтĕнче вырнаçтарĕç.
Асăрхăр! Тĕллевлĕ кредит пулнине кура документ пуçтарас тапхăр вăраха тăсăлма пултарать - 1-4 уйăх таранах. Çавăнпа чăтăмлăх ытлашши пулмĕ.
Татах та сиксе тухакан ыйтусене хăвăр заявка паракан банкра уçăмлатма пулĕ.