Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Йытăсем тăшмана çаврăннишĕн кам айăплă?

Кун пирки хаçатра çулсерен çыратпăр, тăтăшах калаçатпăр, хамăр хушăра сỹтсе яватпăр пулсан та ирĕкре çỹрекен йытăсем иртен-çỹренĕн сехрине хăпартни халĕ те тăтăшах тĕл пулать.

Темиçе йытă пĕрле пухăнса çỹренине район центрĕнче те, ял тăрăхĕсенчи ялсенче те хĕлĕн-çăвĕн курма пулать. Ачасем кăна мар, аслисем те хăраççĕ вĕсенчен. Ача сачĕсем, шкулсем çывăхĕнче те йытăсем пухăнаççĕ (тĕслĕхрен, Хĕрлĕ Чутай шкулĕн тирпейлỹçисен час-часах пĕчĕк ачасене пысăк йытăсем хăратнинчен сăнаса-сыхласа тăма тивет). Халăх йышлă çỹрекен вырăнта та хăйсене хуçа пек туяççĕ йытăсем. Тапăнса кама та пулин çыртас пулсан мĕн тумалла? Кун пек чух кам явап тытĕ?

Çав йытăсенчен пурте хуçасăр мар, ку пăхсах паллă, хăшĕсен мăйкăч та пур. Вĕсен хуçисем мĕн çинчен шухăшлаççĕ-ши? Хăйсем усракан чĕрчунсемшĕн яваплă пулнине пач та ăнланмаççĕ-ши?

Йытă усракансен яваплăрах пулмалла, тăватă ураллă тусĕсене ирĕке кăларса ямалла мар. Çакăн пирки ял тăрăхĕсен администраци йĕсенче ĕçлекенсен çынсене аса илтерсех тăмалла, профилактика ĕçĕсем ирттересси - вĕсен тивĕçĕ.

Çак эрнере район центрĕнче йытăсем йышланса кайни уйрăмах палăрма пуçларĕ. Ирсерен шкула каякан ачасем, ĕçе васкакан çынсем йытă кĕтĕвĕсенчен май пур таран пăрăнарах иртме тăрăшаççĕ. Уйрăмах ачасемшĕн чун шикленет...

Интернет ĕмĕрĕнче пурăннăран халĕ кун пек лару-тăрăва туххăмрах социаллă сетьсенче сỹтсе яваççĕ. Район центрĕнче йытăсен кĕтĕвĕ çỹрени, ачасемшĕн сехре хăпни пирки çырнăччĕ çак кунсенче. Асăрханă тăрăх, кун пек чухне çынсен шухăшĕ яланах икке пайланать: пĕрисем ирĕкре çỹрекен йытăсене тĕп тумалла теççĕ, теприсем кун пек шухăш палăртакансене "чунсăрсем" теççĕ. Хăшин шухăшĕ тĕрĕссине татса калама та хĕн.

Йытăсене шел, çакна пурте ăнланатпăр. Анчах та шкултан таврăнакан ачисемшĕн хăраса "тăватă ураллă тăшмансене" тĕп тума ыйтакан ашшĕ-амăшне те ăнланма пулать. Çавăнпах пулĕ вĕсем ирĕкре çỹрекен йытăсем тĕлĕшпе "мерăсем йышăнма" ыйтса ял тăрăхĕн администрацине те çыраççĕ. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн администрацийĕ кун пек çырусем çине хурав çапла парать: "Йытăсен хуçисемпе тăтăшах калаçатпăр, килти чĕрчунсене ирĕкре çỹретме юраманнине аса илтерсех тăратпăр". Унсăр пуçне, ирĕкре çỹрекен йытăсемпе çыхăннă лару-тăрăва саккунпа килĕшỹллĕн йĕркене кĕртме çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкартан ятарлă специалистсем килсе çитнине пĕлтерчĕç пире. Малашне район центрĕ тăрăх шикленмесĕрех çỹреме пуçласса чунтанах шанас килет.

Хуçасăр йытăсем патнех таврăнар-ха. Чăннипех хуçасăррисем те туллиех район центрĕнче. Нумай хваттерлĕ çуртсем таврашĕнче пурăнаççĕ вĕсем, çăвăрлаканнисем те пур. Хăш-пĕр харсăртарах шăпăрлансем çав çурасене йăтса та çỹреççĕ. Теприсем вара шеллесе хуçасăр йытă-кушаксене урамра балкон айĕнче çитерсе пурăнаççĕ. Кун пирки те халăх тĕрлĕрен шухăшлать-ха. Пĕрисем: "Шел çав килсĕр чĕрчунсене, камăн та пулин пăхмаллах ĕнтĕ вĕсене те", - теççĕ. Теприсем вара йытă-кушак таврашне кун пек пухса ларни хăйне евĕр хăрушлăх кăларса тăратнине те ăнланаççĕ, санитари нормисене пăсни те пулать вĕт ку... Çỹлерех Хĕрлĕ Чутай шкулне асăнтăм-ха. Террора хирĕçле мерăсем йышăнмалла, саккун çапла ыйтать тесе шкул йĕри-тавра карта тытса, пур-çук алăк-хапхана хупса лартрĕç, ир-каç шкула пырса кĕме-тухма пĕр пĕчĕк калинкке кăна уçă тăрать. Йытăсемшĕн алăк-хапха хупă тăни чăрмав мар çав, вĕсем шкул территорийĕнче ирĕккĕн çỹрееççĕ, пĕчĕк ачасене те никамран хăрамасăр тапăнаяççĕ...

Хуçаллă йытăсемпе лару-тăру тата кăткăсрах темелле. Мĕншĕн çав тери йĕркесĕр, ăнкарусăр-ши хăш-пĕр этем? Килти йытта кăкарса усрамаллине чăнах та ăнланмаççĕ-ши е ухмаха переççĕ? Кашкăр евĕр ик-виçĕ йытă усракансем те пур, вĕсене ирĕкре çỹретсе никамран та хăраманнине палăртасшăн-ши вĕсем? Каласа пăх-ха çав этемсене çакăн пирки - хăйсен йыттисенчен кая мар "вĕрсе тăкаççĕ" вĕсем сана. Е пачах урăхла - йыттисем урамра ирĕкре çỹренине хаçатра пичетлесе кăларнине кураççĕ те кулкаласа: "О, ман йытă хаçатра тухса чапа тухрĕ!" - теççĕ. Тĕрĕссипе, кунта кулмалли нимĕн те çук. Кун пек этемсем мĕн тери йĕркесĕр хăтланнинчен йĕрĕнес килет кăна.

Çавăнпа та тепĕр хут калатпăр: ял тăрăхĕсен администрацийĕсен яваплăх çинчен манмалла мар, йытă хуçисене саккунпа килĕшỹллĕн çапкаланса çỹрекен чĕрчунсене тытма ирĕк пурри пирки аса илтерсех тăмалла, кирлех пулсан, çирĕпрех мерăсем йышăнмалла.

Хисеплĕ вулакансем, эсир пурăнакан ялсенче ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех? Ирĕкре çỹрекен йытăсем пур-и, сехрене хăпартмаççĕ-и? Редакцине çырса е шăнкăравласа пĕлтерĕр, лару-тăрăва пĕрле уçăмлатăпăр.

 Алина ИТТИ. 



Районная газета "Наша жизнь"
01 ноября 2019
11:00
Поделиться