Тăван çĕршыва, çутă сăнлă Чутай хĕрĕсене мухтаса юрланă
Хĕрлĕчутайсем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче Александр Алка сăввипе чăвашсен паллă композиторĕ Федор Васильев кĕвĕленĕ "Шывармань" оперăри хĕрсен юррине шăрантарса республикăра кăна мар, Пĕтĕм Союзри фестивальте те палăрса лауреат дипломне тивĕçнĕ. Телее, паянчченех упранса юлнă вăл. Илемлĕ те илĕртỹллĕ шăрантарнă çав юрă халĕ те çынсен асĕнче янăрать. Халăх ăна тỹрех кăмăлланă. Ун чухне ку кĕвве урампа та юрласа утатчĕç, радиопа та пĕрмаях паратчĕç.
"Халăх хорĕсем çавнашкал пултаруллă юрланине астумастăп. Ăна туйăм вăйĕпе, шухăш сулăмĕпе ăнланса, юрăсене микрофонсăр, чĕрĕ сĕткен сасăпа шăрантарни чун-чĕрене тỹпене илсе çитерет. Ăна нимĕнле оперăпа та танлаштарма май çук", - тенĕ Чулхулари фестивале хутшăннă çĕршыв композиторĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Тихон Хренников.
Пĕрремĕш утăмсем
Халăх хорĕн "ачалăхĕ" 80 çул каялла, иртнĕ ĕмĕрĕн 39-мĕш çулхи сентябрь уйăхĕн варринче уяв концерчĕпе пуçланнă. Çакна хистенĕ Октябрь революцийĕ тата Чăваш автономи облаçне туса хунине палăртса Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулти учительсем пултарулăх коллективне йĕркеленĕ. Районта чи малтан тытăннă çак пуçарăва пурте ырланă. Учительсемпе вĕренекенсене та-та ялти çамрăксене ертсе пыраканĕ вара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Петр Васильевич Самылкин пулнă. Хорăн пĕрремĕш утăмĕсене тунă чухне чăваш халăхĕн ĕлĕкхи, çĕнĕ тапхăрти йăли-йĕркине, туслăхпа илемлĕхе тĕпе хурса йĕркеленĕ. Çамрăк учительсем - Аннăпа Зинаида Авдеевасем, Раиса Журавлевапа Перасковья Гусельщикова, Петр Осипов, В.Титова тата ыттисем те - вырăс, чăваш, украина халă- хĕсен юррисене шăрантарнă. Хор çумĕнче хĕлĕхлĕ инструментсенчен йĕркеленĕ ушкăн та пулнă. Вĕсем те çав тери илĕртỹллĕ выляса куракансене тыткăнланă. Çавăн пекех учительсем тутапа каламалли купăспа усă курса, кĕленчене шыв ярса алла кашăксем тытса пĕр-пĕр кĕвĕ хайланă.
Хăрушă вăрçă вăхăтĕнче те учительсем халăх умĕнче пĕрмаях пулма тăрăшнă. 1942-1944 çулсенче учительсене Мускавран эвакуаци енĕпе килнĕ Александра Смирнова вĕрентекен, унтан (1945-53 çулсенче) районти "Çĕнтерỹ çулĕ" хаçатăн редакторĕ Александр Шинжаев ертсе пынă. 955 çулччен халăх хорĕпе ятарлă пĕлỹ илнĕ Надежда Барщевская ĕçленĕ. Вăл хора çỹрекенсене нота тăрăх пĕр тикĕс, тĕрĕс юрлама хăнăхтарнă, хăй те çĕнĕ юрăсем çырнă. Коллектив тĕрлĕ смотр-конкурссенче палăрнă. Хĕрарăмсен квартечĕн солисткисем Евдокия Ебраева, Нина Дорошенко, Мария Короткова, Вера Садыкова шăрантарнă юрăсем пурне те тыткăнланă. Ташă ушкăнĕнчи Илья Васильев, Иван Ландышев, Василий Патрикеев, Владимир Сятрайкин, Роза Борисова, Екатерина Эликова, Евдокия Ебраева, Роза Григорьева Мускавра Пĕтĕм Союзри фестивале хутшăнса пысăк парнесене тивĕçнĕ. Раççей культура министерствин хисеп хучĕпе тата дипломĕпе таврăннă.
Çавăн пекех чутайсемшĕн асра юлнă самантсенчен пĕри - Мускавра вĕсене Пысăк театрта юрлакан опера солисчĕ, СССР халăх артисчĕ, Елчĕкре çуралса ỹснĕ Максим Дормидонтович Михайлов йышăнни.
"Оскар" евĕр статуэткăна тивĕçнĕ
1955 çултан пуçласа учительсен хорне кунти вăтам шкулта математика урокĕсене вĕрентекен анлă тавракурăмлă учитель Александр Ильич Стекольщиков ертсе пынă. Вăл Турă панă пултарулăхĕпе коллектива татах та çỹллĕ шая çĕклесе ят-сумне çултан-çул ỹстерсе пынă, кашни çĕнĕ сезонра никам та юрламаннине репертуара кĕртнĕ. Халăх хорне çỹрекенсен йышĕ пысăк пулнă май, тепĕр чухне унта лекейменнисем те пулнă. Уйрăм юрăçсенчен Петр Законова, Гертруд Васюкова, Геннадий Стекольщикова, Виктор Ильина, Гера Моисеева, Аделина Криковапа Евдокия Евбраевана, Лидия Стекольщикована асăнмалла. Хор репертуарне пуянлатакансенчен Юрий Егорова та па-лăртмалла. Вăл хăйĕн уçă та хаваслă тенор сассипе шупашкарсемпе хĕрлĕчутайсене кăна мар, ытти тăрăхри итлекенсене те тыткăнланă. "Ку сасăпа унăн пысăк сцена çине тухмалла пулнă", - тесе хакланă пултарулăхне. Паян вăл тивĕçлĕ канура пулсан та ветерансен хорĕнче юрлать. Хăй хĕрĕх çул майлă юрланă хорăн шăпи те кăсăклантарать ăна.
Хĕрлĕчутайсем пĕтĕм Союзри халăх пултарулăхĕн программипе килĕшỹллĕн, Чулхулара тата ытти вырăнсенче тĕрлĕ фестивальпе смотрсене пĕрмаях хутшăнса пултарулăхне ỹстерсе пынă. Вĕсенче чутайсене дипломпа пĕрле "Оскар" евĕрлĕ статуэткăпа чысланă. Ăна тĕрлĕ номинацире палăрнисем тивĕçнĕ.
1964 çулта учительсем "Халăх хорĕ" ята илсен татах та çĕнĕ вăй-хăватпа кĕвĕсем шăрантарнă. Ялти артистсем чăваш композиторĕсен юррисемпе Тăван çĕршыва, Чăваш Республикине, Чутай хĕрĕсемпе каччисене мухтаса юрланă. Хорпа ырми-канми ĕçлесе пысăк пултарулăх кăтартнăшăн Александр Ильич Стекольщикова Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне парса чысланă.
Культура енĕпе ĕçлекен çынсем пул-тарулăх ушкăнĕсемпе хорсене ертсе пырасси çăмăл ĕç маррине аван пĕлеççĕ. Кунта çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, йывăр вăхăтра алă тăсса пулăшу памалла, япăх кăмăл-туйăма самантрах сирсе яма пултармалла. Çаксем вĕсем чи кирлисем. Çынсем хора пушă вăхăтра, хăйсен ирĕкĕпе тỹлевсĕр çỹреççĕ, çавăнпа та вĕсен чунне уçма пултарни, юрă вĕсене пурнăçра пулăшни чи пахи, чи хакли пулмалла. Çакна тата ытти енĕсене шута хурса тăрăшнă та Александр Стекольщиков.
Учительсен туслă коллективĕ çав вăхăтрах çитĕнекен ăрăва музыкăпа эстетика, театр енĕпе воспитани парас тĕлĕшпе те сахал мар вăй хунă. Шкул ачисен хорĕ те Валерий Иванович Элеменкин ертсе пынипе хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă. Унăн ырă ĕçĕсене те яланах ăшшăн аса илетпĕр.
Çав çулсенчех шкулта пукане тата çамрăксен театрĕ, КВН ăнăçлă утăмсем тунă. Ăна пуçарса-йĕркелесе ертсе пыраканĕсем Роберт Геннадьевич Галимовпа Майя Павловна Ванюшкина пулнă. Мĕн чухлĕ çамрăк таланта хăйсен вăйне туйса илме, çунатне çирĕплетме пулăшман-ши учительсен коллективĕ: Альбина Чиркова, Валерий Важоров, Геннадий Языков, Станислав Кондратьев, Иван Охливанкин, Василий Романов, Николай Котеев, Вячеслав Оринов, Ирина Садовникова, Анатолий Печников, Варвара Колокольчикова, Виктор Красноперов тата ыттисем те.
1970-1980 çулсенче халăх хорĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. Коллектива çамрăксемпе пĕрле парти, совет комсомол ĕçченĕсем сахал мар çỹренĕ. Хор тĕрлĕ уявсенче, фестивальпе смотрсенче хутшăнса хăйсен сумлă ятне çỹллĕ шайрах тытнă. Вăл вăхăтра тĕрлĕ çулсенче халăх хорне ертсе пыракансем улшăнкаласа тăнă. Çав тапхăрта Григорий Петров, Геннадий Языков, Галина Анисимова, Галина Степанова, Василий Романов, Галина Матюшкина ĕçленĕ. Хор репертуарĕнче чăваш композиторĕсен кĕввисемпе пĕрле ытти халăхсен юрри-ташшисем сахал мар пулнă.
Çакăнтах каласа хăвармалла, пирвайхи утăмсем тунă чухне районти культурăна аталантарас, унăн пурлăхне çирĕплетес, музыка инструменчĕсемпе тĕрлĕ оборудовани туянас, сцена çине тухмалли тĕрленĕ çĕнĕ кĕпесемпе саппунсене çĕлеттерес тата ытти кирлĕ япаласене сутăн илме укçа-тенкĕ тупнă çĕрте культура пайĕн тỹпи те пысăк пулнине палăртмалла. Вĕсене вăл вăхăтра Николай Пуяндайкин, Мария Васильевна Мурзина, Константин Владимирович Романов, Николай Иванович Владимиров ертсе пынă.
Паянхи кун та районти культура ĕçченĕсем аслă ăрусен ырă йăлисене тĕпе хурса, вĕсене малалла тăсса çĕнĕ çитĕнỹсемпе палăрса куракансене савăнтараççĕ.
Валерий РОМАНОВ.