Виçĕ хуçалăх - лайăххисен йышĕнче
Июнĕн 21-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче "Агро-100" клуба кĕме тивĕçлĕ пулнă хуçалăхсемпе паллаштарнă.
2018 çул кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал пирĕн районти виçĕ хуçалăх регионти агропромышленность комплексĕн чи лайăх 100 предприятийĕ йышне кĕме пултарнă.
Альбина Новикова ертсе пыракан "Коминтерн" хуçалăх 11-мĕш вырăн йышăннă. Чи лайăх вунă организаци хушшинче пысăк обществăсем пулнине шута илсен, "Коминтерн" республикăри пысăк та паллă фирмăсемпе комбинатсенчен юлманни савăнтарать. Çавăн пекех лайăх хуçалăхсем шутне "Свобода" колхоз (70-мĕш вырăн, ертỹçи - Валериан Бромбин) тата "Нива" ЯХПК (83-мĕш вырăн, ертỹçи - Владимир Мурайкин) кĕнĕ.
А.КАРПОВА.