Акатуя та хутшăннă, хуткупăс та янратнă
Июнĕн 23-24-мĕшĕсенче Шупашкарта Республика кунне халалланă тĕрлĕ мероприяти иртнĕ, унта пирĕн район та активлă хутшăннă.
Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" конкурс кăçалхипе вунçиччĕмĕш хут иртнĕ. Асăннă конкурса районти Культура çурчĕн методисчĕ Анатолий Артюшкин хутшăннă. Анатолий Александрович конкурс валли йывăçран касса эрешленĕ "Уяв" панно хатĕрленĕ. Чăвашсен июнь уйăхĕнче пулакан уявĕсене сăнланă ĕçĕшĕн маçтăр "Йывăçран касса эрешлесси" номина-цире ятарлă Диплома тивĕçнĕ.
Хĕрлĕчутайсем Шупашкар заливĕнче иртнĕ Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне те хутшăннă. Штанаш ял тăрăхĕнчи "Шуçăм" фольклор ансамблĕ Акатуя савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕрте пулнă. Районти Культура çурчĕн коллективĕ этнокультура картишне кăтартса панă. Кăмăл тăвакансем кунта Елена Охливанкина Зоя Перепелкина, Лариса Данилова, Зинаида Чернова, Надежда Афанасьева алĕç ăстисен пултарулăхĕпе паллашма пултарнă.
Кăçал Республика кунне халалласа пĕрремĕш хут "Выля, хуткупăс!" конкурс ирттернĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тата республикăра пурăнакан 100-е яхăн купăсçă хутшăннă. Хуткупăспа илемлĕ çемĕсем калакансем хушшинче районти Культура çурчĕн хормейстрĕн Василий Романовăн тата Питĕркассинчи Культура çурчĕн заведующийĕн Георгий Ярловăн дуэчĕ те пулнă.
Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ хорĕ те юрланă уявра. Анне монуменчĕ патĕнче иртнĕ çак концерта Мишеркассинчи Культура çурчĕн тата районти Культура çурчĕн коллективĕсем хутшăннă.
Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра районсемпе хуласен чи лайăх пултарулăх ушкăнĕсем хутшăннипе "Славься, Чувашия!" уяв программине те курма пулнă. Ушкăнсем куракансене хăйсен ташши-юррипе савăнтарнипе пĕрлех ятарлă презентаци те хатĕрленĕ. Пирĕн район чысне ку конкурсра Штанашри тата Мишеркассинчи Культура çурчĕсен коллективĕсем хỹтĕленĕ. Пултарулăхне кура вĕсем 3-мĕш степеньлĕ лауреат Дипломне тата хаклă парнене тивĕçнĕ.
А.ТИМОФЕЕВА.