Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ачасем те, аслисем те илемлĕ ташлаççĕ

Майăн 23-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче Чăваш АССР-ĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченне тата тава тивĕçлĕ учительне Алексей Дмитриевич Мокина халалланă "Ташша яра пар!" фестиваль-конкурс иртрĕ.

Кăçалхипе саккăрмĕш хут иртнĕ ташă уявне пурĕ ачасен тата аслисен 25 коллективĕ хутшăнчĕ. Ача сачĕсене çỹрекенсемпе шкулта вĕренекенсем, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем, çав шутра культура ĕçченĕсем те, хăйсем илемлĕ ташлама пултарнине кăтартса пачĕç. Кăçал фестиваль-конкурса пур ял тăрăхĕн коллективĕ те хутшăннине палăртса хăварас килет.

Жюри йышăнăвĕпе, коллективсене икĕ номинаципе хакларĕç: ачасен тата аслисен коллективĕсем. Ачасен коллективĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн "Хĕвел" ача сачĕн "Почемучки" ушкăнĕ (ертỹçи - Надежда Егорова) йышăнчĕ, иккĕмĕш Хĕрлĕ Чутай шкулĕн ташă класĕ (ертỹçи - Надежда Хохлова) пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна вара ку номинацире "Пилеш" ача сачĕн ташă ушкăнĕ (ертỹçисем - Елена Красновапа Татьяна Мидакова) тата Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн "Сударушка" ташă ушкăнĕ (ертỹçи - Альбина Макарова) пайларĕç.

Аслисем хушшинче Штанашри Культура çурчĕн "Штаваш" ташă ушкăнĕ (ертỹçи - Николай Майоров) çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăна Атнарти Культура çурчĕн "Çеçпĕл" ташă ушкăнĕ (ертỹçи - Владимир Кузьмин) тата Мăн Этменти Культура çурчĕн "Россиянка" ташă ушкăнĕ (ертỹçи _ Валентина Немешкина) пайларĕç, виççĕмĕшне - Тралькассинчи Культура çурчĕн "Илемпи" ташă ушкăнĕ (ертỹçи - Лилия Жукова) тата Ачкассинчи Культура çурчĕн "Соловушка" ташă ушкăнĕ (ертỹçи - Вера Жерженова).

Кив Атикассинчи Культура çурчĕн тата Ишеккассинчи Культура çурчĕн ташă коллективĕсем хавхалантару парнисене тивĕçрĕç.

А.КАРПОВА.



Районная газета "Наша жизнь"
31 мая 2019
11:33
Поделиться