Чи лайăххисем паллă
Йăлана кĕнĕ тăрăх районта çулсерен професси ăсталăхĕн "Çулталăк воспитателĕ", "Çулталăк учителĕ", "Чи лайăх класс ертỹçи", "Чи лайăх социаллă педагог", "Чи лайăх педагог-психолог" конкурссене ирттереççĕ. Кăçал асăннă конкурссен районти тапхăрне 5 воспитатель, 9 класс ертỹçи, 6 учитель, 3 социаллă педагог, 3 педагог-психолог хутшăннă.
Мартăн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ачасене ырри патне туртăнма вĕрентекенсене, вĕсене чун ăшшине парнелесе пĕлỹпе воспитани паракансене чысларĕç. Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕнче палăрнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Игорь Живоев саламларĕç.
"Çулталăк учителĕ-2019" хисеплĕ ята Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Людмила Львовна Герасимова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна Атнар шкулĕнче ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекен Нина Александровна Зайцева тухрĕ, виççĕмĕшне - Питĕркасси шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Лариса Александровна Абакумова.
Шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсен конкурсĕнче "Çулталăк воспитателĕ-2019" хисеплĕ ята "Хĕвел" ача сачĕн учитель-логопечĕ Наталья Александровна Шорникова тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Ирина Михайловна Романова, виççĕмĕшĕнче - "Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ Елена Ивановна Краснова.
"Чи лайăх класс ертỹçи-2019" конкурсра кăçал çĕнтерỹçĕсене икĕ номинаципе палăртнă: "25 çултан аслăрах класс ертỹçи" номинацире Хĕрлĕ Чутай шкулĕн 10 Б класс ертỹçи Алина Геннадьевна Магаськина çĕнтерчĕ, "25 çул тултарман класс ертỹçи" номинацире - Атнар шкулĕн 6-мĕш класс ертỹçи Татьяна Владимировна Туйманкина. Иккĕмĕш вырăна Мăн Этмен шкулĕн 6-мĕш класс ертỹçи Николай Михайлович Фадеев тухрĕ, виççĕмĕшне - Çĕн Атикасси шкулĕн 2-мĕш класс ертỹçи Ираида Валерьевна Смирнова.
"Социаллă педагог-2019" ята Хĕрлĕ Чутай шкулĕн педагогĕ Галина Алексеевна Бровкина тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Мăн Этмен шкулĕн социаллă педагогĕ Римма Николаевна Трифонова, виççĕмĕшĕнче - Çĕн Атикасси шкулĕн педагогĕ Алевтина Степановна Алексеева. "Педагог-психолог-2019" ята Хĕрлĕ Чутай шкулĕн педагог-психологĕ Светлана Александровна Данилова тивĕçрĕ, иккĕмĕш вырăнта - "Хĕвел" ача сачĕн педагог-психологĕ Наталья Валентиновна Мессер, виççĕмĕшĕнче - "Пилеш" ача сачĕн педагог-психологĕ Надежда Геннадьевна Печникова.
Район шайĕнче палăрнă педагогсем грамотăсемпе парнесене тивĕçрĕç, вĕсене шкул ачисемпе ĕçтешĕсем хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç. Професси ăсталăхĕн конкурсĕсен муниципаллă тапхăрĕнче çĕнтернĕ педагогсем çитес вăхăтра республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса район чысне хỹтĕлĕç.
А.КАРПОВА.