Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Вулавăш - ĕçлемелли, канмалли, пултарулăха аталантармалли вырăн

Хальхи саманара, пирĕнтен чылайăшĕ интернет е телевизор серепине лекнĕ вăхăтра, библиотекăна кĕнеке вулас шухăшпа пыракансем юлманпа пĕрех пек туйăнать. Çавăнпа ял библиотекинче ĕçлекенсен вулакансене хăйсем патне илĕртме çаврăнăçулăхпа палăрма тивет.

Оксана Николаевна Мидушкина Питĕркасси библиотекинче 2008 çулхи август уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Унччен вăл, Чăваш патшалăх университетĕнчен алла чăваш чĕлхипе литература учителĕн дипломне илсе тухнăскер, сакăр çула яхăн Туктамăшри шкулта ачасене вĕрентнĕ, унтан икĕ çул хушши Питĕркасси ял администрацийĕнче тимленĕ.

Библиотекăра ĕçленĕ хушăра Оксана Николаевна хăйне лайăх енчен кăтартса панă. Вулавăш - ĕçлемелли, канмалли, пултарулăха аталантармалли вырăн пултăр тесе тăрăшать библиотекарь. Хальхи вăхăтра Питĕркасси ял тăрăхĕнче 600 яхăн вулакан шутланать, вĕсемпе пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать Оксана Мидушкина. Ача садне çỹрекенсемпе те, шкул ачисемпе те, аслисемпе те тем тĕрлĕ мероприяти, акци ирттерет, вĕсене илемлĕ литература тĕнчипе паллаштарать.

Хăйĕн професси ăсталăхне те ỹстерсех пырать библиотекарь, Наци библиотеки ирттерекен тĕрлĕ семинарсене, курссене, мастер-классене, вебинарсене хутшăнать. Районта е республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнма та ỹркенсе тăмасть.

Ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнчен те юлмасть Оксана Николаевна, кунти фольклор ушкăнĕпе пĕрле районти пур уява та хутшăнать. Унсăр пуçне Оксана Мидушкина Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн, районти таврапĕлỹçĕсен обществин, вырăнти суйлав участокĕн членĕ.

Ĕçри тата пултарулăхри çитĕнỹсемшĕн Оксана Мидушкина пĕрре кăна мар тĕрлĕ шайри хисеп хучĕсене, тав сăмахĕсене, дипломсене тивĕçнĕ. Мартăн 25-мĕшĕнче вара Оксана Николаевна Шупашкарта Культура ĕçченĕсен кунне халалласа паллă тунă уявран тулли кăмăлпа таврăннă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе ăна Чăваш Республикин Культура министерстви ирттернĕ конкурсра "Ял библиотекин чи лайăх ĕçченĕ" номинацире çĕнтернĕшĕн укçан хавхалантарăва тивĕçнине ĕнентерекен сертификат панă.

Пур çĕрте те пултарулăхпа палăрма тăрăшакан маттур хĕрарăмăн çав хушăрах çемйине те тимлĕх уйăрма вăхăт тупмалла. Ялта пурăнакан ытти çынсемпе танах Мидушкинсем те хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, сад-пахчара тăрмашаççĕ. Хунямăшĕпе килĕштерсе пурăнакан кинĕ юнашар ватă çын пурри кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçлас çĕрте çăмăллăх кỹнине палăртать.

Оксана Николаевнăн мăшăрĕ Мускавра ĕçлет, ачисем ỹссе çитсе пурнăçра хăйсен çулне суйласа илнĕ. Асли, Наталья, çемьеллĕ ĕнтĕ, вăл Шупашкарти коопераци институтĕнчен аван кăтартусемпе вĕренсе тухнă, халĕ тĕп хулари пĕр лавкка управляющийĕн çумĕнче тимлет. Ывăлĕ, Николай, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче иккĕмĕш курсра вĕренет.

А.КАРПОВА.



Красночетайская районная газета «Пирĕн пурнăç»
29 марта 2019
08:59
Поделиться