Компенсаци пама пуçланă
Мартăн 27-мĕшĕнчен районти социаллă хỹтлĕх пайĕ цифрăллă телекурав çине куçнă чухне уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе ĕçле пуçланă.
Приемник туянма тăкакланнăшăн компенсацие çак категорири граждансем тивĕçеççĕ:
- çын пуçне тивекен тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен пĕчĕкрех-тĕк;
- сахал тупăшлă çемьесем тата пĕччен пурăнакан граждансем (саккунпа килĕшỹллĕн çак ушкăна кĕреççĕ пулсан);
- Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем (Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнаççĕ пулсан).
А.ВАСЮКОВА.
Красночетайская районная газета «Пирĕн пурнăç»