Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хăнара - полковник

Мишеркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкул коллективĕ çак кунсенче хăйĕн чаплă вĕренекенне Валентин Александрович Немцев полковника кĕтсе илчĕ. Тĕлпулура вăл вăтам шкул унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнни çинчен каласа пачĕ.

1987 çулта 10 класс хыççăн Валентин Немцев Киеври аслă пĕлỹ паракан çар училищинче ăнтăлса вĕренчĕ. Эпĕ астăвасса училище командованийĕ Валентинăн ашшĕ-амăшне пултаруллă ывăл çуратса ỹстернĕшĕн тав туса çыру та янăччĕ. 1991 çулта училищĕрен вĕренсе тухсан ăна Инçет Хĕвелтухăç çар округне ĕçе янăччĕ. Кунта çамрăк офицер службăна малалла тăсрĕ. 1999-2001 çулсенче Ва-лентин Немцев Раççей Федерацийĕн Пĕтĕмĕшле çар академийĕнче вĕренчĕ, подполковник ятне тивĕçрĕ.

Пирĕн вĕренекен çар службинче ăнăçлă ĕçленĕшĕн эпир, унăн вĕрентекенĕсем, чунтанах савăнатпăр, мухтанатпăр, ăна малашне ĕçĕнче пысăк çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунатпăр. Валентин Немцев Мишеркассинче пурăнакан Слава пиччĕшĕ патĕнче, хăй çуралнă килĕнче хăнара пулчĕ, хăйсен ачалăхне, ашшĕпе амăшне аса илчĕç тăвансем. Ĕçчен çемьере çуралса ỹснĕ Валентин. Николай Базрановсем ырă йăхри çынсем пулни паллă. Ашшĕпе Ванюш ывăлĕ Тăван çĕршыва хỹтĕлесе вăрçăра пуçĕсене хунă.

Валентин Немцев хăйне вĕрентнĕ Надежда Александровнăпа Иван Яковлевич Вазяковсем патĕнче те пулчĕ. Вырăс чĕлхипе тата литературипе çырнă сочиненине "5" те "5" паллăсемпе хакланине аса илсе ватă учительницăна тав турĕ. Шкул историйĕн альбомĕнче пĕрле вĕреннĕ 10 А класс ачисен сăнỹкерчĕкне курсан аса илмелли татах хушăнчĕ. 25 ача пĕлỹ пухнă ун чухне. К.Михатайкин ертсе пынипе ачасем обществăлла ĕçе хастар хутшăннă. Шкулта 10 А класс малтисен шутĕнче пулнине асăнтăмăр.

И.ВАЗЯКОВ, учитель-пенсионер.



Красночетайская районная газета «Пирĕн пурнăç»
22 марта 2019
09:25
Поделиться
;