Ял çыннисен ыйтăвĕсене татса парать
Мартăн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Хĕрарăм - лидер" ятпа республикăри конкурс иртнĕ. Конкурса пĕтĕмпе 37 хĕрарăм-ертỹçĕ хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем пурте тĕрлĕ сферăра тимлеççĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн районтан асăннă конкурса Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова хутшăннă, вăл çĕнтерỹçĕсен йышне кĕреймен пулин те сертификатпа таврăннă.
Любовь Геннадьевнăна районта чылайăшĕ паллать ĕнтĕ. Вăл - Тихăнушкăнь хĕрĕ, хăй вăхăтĕнче Хусанушкăнчи шкултан вĕренсе тухнă. 1988 çулта Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухса воспитатель специальноçне алла илнĕ. 1999 çулта вара куçăмсăр майпа педагогика университетне вĕренсе пĕтерсе психолог дипломне илнĕ.
2012 çултан пуçласа ĕнтĕ Любовь Геннадьевна Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хурать. Вăл социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Çак хушăра Любовь Кузнецова ертỹçĕ тилхепине çирĕп тытса тăнипе палăрчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2018 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнче Вырăнти хăйтытăмлăх кунне халалласа ирттернĕ мероприятире "Чăваш Республикинчи хăйтытăмлăх органĕсенчи лайăх службăшăн" хисеп паллипе наградăланă. Çакна та каламалла, 2015 çулта вăл "Ял тăрăхĕн чи лайăх пуçлăхĕ" номинацире те палăрнăччĕ. Ытти хисеп хучĕ те унăн чылай.
Н.ПЕТРОВА.