Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Сăнĕ - больницăн Хисеп хăми çинче

Район больницинче хăйсен тивĕçне яваплăха туйса, тулли кăмăлпа пурнăçлакан медицина ĕçченĕсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри - терапи уйрăмĕн медицина сестри Ольга Антонова.

Ольга Вениаминовна Антонова аслă категориллĕ медсестра тухтăр хушнă мĕнпур процедурăна тăвассине, капельницăсем лартассине пурнăçласа пырать. Тумликасси хĕрĕ Мари Республикинчи Волжск хулинчи медучилищĕрен вĕренсе тухнă. 1993 çулта район больницине ĕçлеме вырнаçнă, 1999 çултанпа терапи уйрăмĕнче тимлет. Çак çулсем хушшинче миçе çын сипленсе тухман-ши унăн алли витĕр? Ĕçĕ çăмăл мар пулин те, Ольга Вениаминовна ватти-вĕттипе те пĕр чĕлхе тупса хăйĕн ĕçне пахалăхлă пурнăçлама май тупать, эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та, ырă кăмăлĕпе те сиплет.

Ĕçне кура - хисепĕ. Ольга Антонован сăнне район больницин Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. Кунта хăйсен ĕçĕнче чи пултаруллисен, чирлисене сыватассишĕн чунĕсене парса ĕçлекенсен сăнĕсене вырнаçтараççĕ.

Ĕç кунĕ вĕçленсен вара Ольга Вениаминовна çемйи патне васкать. Килĕнче ăна мăшăрĕпе икĕ ывăлĕ кĕтеççĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнаççĕ Антоновсем. Маттур хĕрарăмăн ырă кăмăлĕ чирлисене лăплантарма, сыватма кăна мар, çемье вучахĕн ăшшине упрама та çителĕклех.

А.КАРПОВА.



Сетевое издание «Пирĕн пурнăç» («Наша жизнь»)
07 марта 2019
14:56
Поделиться