Михаил ИГНАТЬЕВ: "Хĕрлĕчутайсене хăйтытăмлăх ĕçне активлă хутшăннăшăн тав тăватăп"
Февралĕн 1-мĕшĕ пирĕн районшăн тĕрлĕ пулăмсемпе пуян пулчĕ. Чи малтанах "Коминтерн" ЯХПК-ра ĕне сумалли çĕнĕ блок уçрĕç. Унтан Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хутшăннипе оборонăпа массăллă тата спорт уйăхлăхне халалланă мероприяти иртрĕ.
Кăнтăрла иртсен района ĕçлĕ визитпа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев килсе çитрĕ, вăл малтан "Коминтерн" ЯХПК ĕç-хĕлĕпе паллашрĕ, хыççăн районти Культура çуртĕнче иртнĕ анлă канашлăва хутшăнчĕ.
Каçхине вара районта кăçал Раççейре паллă тăвакан Театр çулталăкне уçрĕç.
Кун пекки республикăра хальлĕхе çук
"Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнче сĕт комплексне тумалли инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ май кăçал 1200 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт блокне хута ячĕç. Шăпах çак çĕнĕ объектпа паллашрĕ те республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта ĕçлĕ çулçỹревре пулнă май.
"Коминтерн" ЯХПК председателĕ Альбина Новикова çĕнĕ сĕт комплексне хута яни ĕнесен шутне ỹстерме, сĕт ытларах илме пулăшнине палăртрĕ. Унпа пĕрлех кунта тăрăшакансен ĕç условийĕсем те чылай лайăхланнă: комплексра ăшă, çутă, таса, ĕçлеме те, канса илме те майсем çителĕклĕ.
Ĕнесене машинăпа сумалли "Карусель" ятлă хальхи йышши оборудовани пĕр харăс 36 ĕне сума май парать. Ĕнесем тăнă вырăнта мĕн пулса иртнине, вĕсене мĕнле сунине, апат панине Лидия Охтеркина тĕп зоотехник компьютер экранĕ çинче курса-сăнаса тăрать. Кашни ĕне мĕн чухлĕ сĕт панине те компьютер кăтартать.
"Темиçе çул каялла сĕтпе тавар фермисенче ĕнесене усрамалли, çитермелли-сумалли ĕçе оператор автоматизациленĕ ятарлă управлени центрĕ урлă йĕркелессе никам та ĕмĕтленмен", - терĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ технологиллĕ фермăна пысăк хак панă май.
100 миллион ытла тенкĕ тăракан инвестици проектне пурнăçа кĕртнипех лăпланса ларма шутламаççĕ атнарсем. Çитес вăхăтрах кунта 600 пуç ĕне вырнаçмалăх ферма тума палăртаççĕ, апла пулсан, татах ĕнесем те, техника та туянасшăн.
Пуçаруллă бюджет проекчĕсемпе малта пыратпăр
Районти Культура çуртĕнче иртнĕ анлă канашлăва республика ертỹçи Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов, ЧР çын прависен уполномоченнăйĕ Надежда Прокопьева, ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева, ЧР финанс министрĕн çумĕ Ольга Метелева, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хутшăнчĕç.
Районăн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене сỹтсе явма пуçличчен республика Пуçлăхĕ тĕрлĕ наградăсем пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Алина Ярабаева нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне тата сехете тивĕçрĕ.
Вĕренỹре тата спортра палăрнă шкул ачисем - Елена Афанасьева, Владимир Михеев, Денис Ремизов тата Ольга Ухлейкина - республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăнине çирĕплетекен свидетельствăсене тивĕçрĕç.
Районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен анлă канашлура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районта пурăнакансем хăйтытăмлăх ĕçне хутшăнни, хăйсен шухăшне вырăнти влаçа пĕлтерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
Пирĕн район пуçаруллă (инициативлă) бюджет проекчĕсене тăратассипе республикăри районсем хушшинче малта пырать. 2018 çулта районта 5,4 миллион тенкĕлĕх 18 проект пурнăçланă. 2019 çулта 31,3 миллион тенкĕлĕх 46 проект (ялсенче çулсене, палăксене йĕркене кĕртесси, çỹп-çап площадкисене йĕркелесси, контейнерсем туянасси, ача-пăча тата спорт площадкисем тăвасси...) пурнăçлама палăртнă.
Ялхуçалăхĕ пирки каланă май рес-публика Пуçлăхĕ "Коминтерн" ЯХПК-на ырă тĕслĕх вырăнне илсе кăтартрĕ, кун пек хуçалăхпа паллаштарса çамрăксене те ялхуçалăхĕпе интереслентермеллине палăртрĕ.
Лайăххипе пĕрлех районта татса памалли çивĕч ыйтусем пулнине те асăнчĕç канашлура. Вĕсен шутĕнче - демографи, ĕçсĕррисем нумаййи, çав хушăрах вакансисем те чылай пулни…
Çулсемпе çыхăннă лару-тăру та тимлĕх ыйтать. Пĕлтĕр республикăн Çул-йĕр фондĕнчен района 26,9 миллион тенкĕ уйăрса панă, ку укçапа усă курса 8 километр ытла çур-йĕре юсанă. Унсăр пуçне республикăри ятарлă программăпа усă курса Ачкассинчи Васюков урамĕнче автоçул тунă, çакна валли 3,7 миллион тенкĕпе усă курнă.
Апла пулин те районти çулсен 75 проценчĕ норма ыйтнипе килĕшсе тăмасть. Çавăнпа та, республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе, çул-йĕрпе çыхăннă ыйтусене татса пама кăçал пирĕн района Чăваш Енĕн Çул-йĕр фондĕнчен 92 миллион ытла тенкĕ уйăрса панă - пĕлтĕрхинчен 3,5 хут ытларах.
Канашлура Михаил Васильевич çавăн пекех халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерес, общество валли хăтлăх кỹрес, физкультурăпа спорт сферине финанс пулăшăвĕ парас, коммуналлă хуçалăхра инфратытăм проекчĕсене пурнăçлас ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.
Анлă канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика ертỹçи районта пурăнакансене ту-хăçлă ĕçленĕшĕн тав турĕ, хальччен мĕн тунипе çырлахса лармалла маррине, пур енлĕн малалла аталанмаллине каларĕ.
Владимир ХРАМОВ, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ:
- "Коминтерн" ялхуçалăх производство кооперативĕнчи хальхи йышши технологиллĕ çĕнĕ оборудовани чăннипех те республикăри фермăсемшĕн çĕнĕлĕх. Çавăнпах пулĕ ăна уçнă кунах ĕнесене сăвассипе çыхăннă çĕнĕлĕхсемпе паллашма "Коминтерн" хуçалăха Елчĕк районĕнчи делегаци килсе çитрĕ.
Тепĕр кунне вара кунта районти ялхуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем çитсе курчĕç, малта пыракан хуçалăхăн ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.
А.КАРПОВА.