Пĕрисем ĕçлеççĕ, теприсем кун ирттереççĕ
Майĕсем пурин те пĕр пек, ĕçĕсем тĕрлĕрен
Январĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе кăçал пĕрремĕш хут ирттернĕ канашлăва хутшăнма тỹр килчĕ. Кун йĕркинче пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Паянхи кăларăмра инициативлă (пуçаруллă) бюджет ыйтăвĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн. Палăртмалла, иртнĕ çулхи декабрĕн 13-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен конкурса проектсем тăратмалла пулнă. Çав проектсем территорисенче ял çыннисен пурнăçне хăтлăх кỹрес енĕпе тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлама (çулсене, палăксене юсама, çỹп-çап площадкисене йĕркелеме тата контейнерсем туянма...) пулăшмалла. Калас пулать, пирĕн район пĕтĕмпе 50 миллион тенкĕлĕх 40 проект тăратнă, анчах та хальлĕхе 21-шĕ кăна финансирование тивĕçнĕ. 3 проектне вара вуçех хирĕçленĕ. Района çак проектсене пурнăçлама çуррине яхăн укçа-тенкĕ кăна килĕ. Ку та япăхах мар, анчах та икĕ хут ытларах укçа-тенкĕпе тата ытларах ырă ĕç тума май килĕччĕ вĕт-ха. Çакна Александр Викторович та палăртса хăварчĕ, патшалăх паракан укçана та туллин тивĕçейменшĕн пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсем тивĕçлĕ проект хатĕрлес ыйтăва пысăкрах тимлĕх уйăрнă пулсан, ĕçе тĕллевлĕ тунă пулсан конкурсра пирĕн ытларах проект çĕнтерĕччĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, экономика тата çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Алина Ярабаева пĕлтернĕ тăрăх, конкурса тăратнă проектсене тĕрлĕ критерисене пăхăнса тишкернĕ, сахалтан та 525 балл пухнисем кăна финансирование тивĕçнĕ. Эппин, 19 проекчĕ ку хаклава тивĕçеймен. Алина Валерьевна каланă тăрăх, Тралькасси ял тăрăхĕ чи нумай проект тăратнă, 8-тан 7-шĕ конкурсра çĕнтернĕ. Ку ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшакансем тĕллевлĕ ĕçлени, ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани сисĕнет. Пантьăксен те 5-рен 4-шĕ, питĕркассисен 5-рен 3-шĕ, хĕрлĕчутайсен 4-ран 3-шĕ çĕнтернĕ, ачкассисен вара 4-ран - 2-шĕ, киватикассисен 3-рен - 1, штанашсен 2-рен - 1 проекчĕ. Атнар, Мăн Этмен тата Хусанушкăнь ял тăрăхĕсен проек-чĕсем пĕри те критерисене пăхăнайман. Сăмахран, Атнар ял тăрăхĕ 5 проект, Мăн Этмен - 1, Хусанушкăнь 3 проект конкурса тăратнă. Темшĕн-çке вĕсем "пиçсех" çитеймен.
Каласа хăвармалла, февральте сахалрах балл пухнă проектсене тепĕр хут пăхса тухассине пĕлтернĕ, вĕсене валли тапхăрăн-тапхăрăн укçа уйăрма пултарĕç. Эппин, ытти проектсем те малашлăхра пурнăçа кĕрес шанчăк пур.
Кунтах çакна та палăртса хăвармалла. Кашни ял тăрăхĕн 5 миллион тенкĕлĕх тивĕçлĕ проектсем тăратма май пулнă. Ыттисем темиçе миллионпа танлашакан проектсемпе палăрнă хушăра, киватикассисен 100 пинлĕх пĕр проекчĕ кăна çĕнтернĕ, штанашсен те - 82 пинлĕх кăна. Кунта ĕç калăпăшĕ пĕчĕкки те каламасăрах паллă. Майсем вара пурин те пĕр пекех пулнă вĕт.
Пуçаруллă бюджет енĕпе çĕнтернĕ проектсене пула Тралькасси, Ачкасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсем çỹп-çап площадкисене йĕркелес тата контейнерсем вырнаçтарас ыйтăва туллин татса пама пултарĕç. Ыттисен вара ку ыйту тăсăлса каять пулĕ. Вĕсен хальлĕхе çỹп-çапа малтанхи пекех михĕпе пуçтарассине йĕркелеме тивĕ. Сăмах май, çỹп-çап ыйтăвне Александр Викторович ĕçпуç йĕркеленсе кайиччен уйрăм тимлĕхре тытма, машинăсем хăçан килессине ял çыннисене маларах пĕлтерме ыйтрĕ. Контейнерсене те евро йышшисене туянма хушрĕ, мĕншĕн тесен вĕсен хупăлчисем пуртан йытăсем ун пеккисем çывăхĕнче сăтăр тăвайманни, хăçан та пулин çỹп-çапа уйрăммăн пуçтарасси çине куçасси пирки каларĕ. Чăн та, çỹп-çап пухас тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха...
Канашлура сỹтсе явнă ытти ыйтусем çинче çитес кăларăмсенче тĕплĕнрех чарăнса тăрăпăр.
Н.МИДАКОВА.
Елена Лаврентьева, Тралькасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Сакăр проектран çиччĕшĕ юрăхлă пулни, çĕнтерни савăнтарчĕ. Патшалăх уйăрнă укçа-тенкĕ пулăшнипе эпир кăçал чылай ĕç пурнăçлама пултарăпăр.
Акă, Карăкçырминчи Вăрманкассинче 1,2 километр тăршшĕ çул çинче капиталлă юсав ирттересшĕн. Çавăн пекех çак ялта клуб çывăхĕнче ачасен спорт оборудованине вырнаçтарасшăн, урамри çутă ламписене светодиодлисем çине ылмаш-тарасшăн. Кунсăр пуçне Турханти Пантьăк урамĕнчи 310 метр тăршшĕ, Тралькассинчи Майоров урамĕнчи 810 метр тăршшĕ çулсене юсасшăн. Тралькасси ял тăрăхĕнчи ялсенче 2 контейнер вырнаçмалăх пурĕ 18 контейнер площадки йĕркелесшĕн.