Чĕре ыйтнипе фронта кайнă
Иртнĕ çул сумлă юбилейсемпе пуян пулчĕ. Акă çулталăкăн юлашки кунĕсенче Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Клавдия Ижетникова вăрçă ветеранĕ хăйĕн 95 çулхи юбилейне кĕтсе илнĕ, çак ятпа хăнасенчен Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă Çырăвне тивĕçнĕ.
Юбилярăн кун-çулĕ çăмăл иртмен, терт-нушине самаях тутанма тивнĕ хĕрĕн. Упукушкăнь ялĕнче çуралнă Клавдия Ижетникова. Шкула çỹренĕ чухне чылай кĕнеке вуланă вăл. Шкул çинчен ĕмĕтленнĕ май учительсен курсне вĕренме кĕнĕ. Унтан пуçламăш классене вĕрентнĕ. Шкултанах хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хỹтĕлеме кайнă, автомат ротинче службăра тăнă. Вăл Аслă Отечественнăй вăрçă инваличĕ шутланать, тĕрлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Мобилизаци хыççăн тылра вăй хунă. Клавдия Ижетникова тăватă ачана кун çути парнелесе вĕсене ура çине тăратнă. Вăл халĕ те çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе ĕçлет, активлă пурнăç йĕрки тытать.
Вăрçă ветеранĕн асаилĕвĕнчен: "1942 çул. Гитлеровцем пирĕн Тăван çĕршывăмăрăн тĕп хулине алла илесшĕн талпăнаççĕ. Çав вăхăтра шухăшăм та вăрçă çинчен пулнă. Чĕре хушнипе хам ирĕкпе фронта кайма ыйтрăм. Вăрçă пĕтессине кĕтмелле-и? Лараймарăм. 1942 çулхи ноябрьтен пуçласа 1943 çулхи августчен Хĕвеланăç фрончĕн 269 стрелоксен дивизийĕн автомат ротинче службăра тăтăм. Çанталăк шартлама сивĕччĕ. Вăрмансене, уй-хирсене тата çырмасене юр тултарса лартнăччĕ. Йĕри-тавра пульăсем шăхăратчĕç, снарядсемпе минăсем сирпĕнетчĕç. Фашистсем пĕтĕмпех сирпĕтетчĕç. Мĕн çунма пултарни - çунса кайнă, çĕрĕн кашни метрĕ юнпа тулнă. Тавраналла пăхма та хăрушăччĕ: ачи-пăчи начарланса кайнă, кăмака пăрăхĕсем çара лараççĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хĕвел те çутатман, вăл тĕтĕмпе тусанран тĕтреленнĕ.
Астăватăп, 1944 çулхи августăн 29-мĕшĕнче мана çапăçура амантрĕç. Вăл Смоленск çывăхĕнче пулчĕ. Хĕрỹ çапăçура пирĕн тăшманăн тĕп пунктне çавăрса илме задача пулнă. Эпир пиллĕкĕнчĕ, хĕрсен опычĕ те сахалччĕ, апла пулин те яваплăха туйса çапăçрăмăр. Çар позицийĕ çинче тăтăмăр, нимĕçсем çинчен куç илмерĕмĕр. Пăхатăп, фрицсем атакăна тăчĕç. Автомата алла çирĕпрех тытрăм, черетлĕ пуля кăларма тăрăшатăп. Анчах та кăкăртан вăй тĕкнипе автомат алăран вĕçерĕнсе ỹкрĕ. Пуçăмра шухăш явăнать: "Çак çапăçура пĕр фрица вĕлермесĕрех вилетĕп-и? Ку мĕн япали? Пурăнас килет-çке!" Куç хуралса килчĕ. Метсанбатра кăна вăрантăм. Снаряд катăкĕ ỹпкене тăрăннă иккен. Хирургсем ăна кăларма шикленчĕç. Сакăр уйăх хушши госпитальте выртрăм. Сиплев хыççăн киле ячĕç.
Вăрçă никама та хĕрхенмест. Мана та шеллемерĕ. Паянхи кун та кăкăрта вăрçă "свидетельствине", мирлĕ вăхă-тăн "барометрне" йăтса çỹретĕп. Нумай çапăçман пулин те вăрçă çулĕсен йывăр-лăхне самай астиврĕм. Çавăнпа та пирĕн ачасемпе мăнуксем вăрçа ан та курччăр, мирлĕ тỹпе айĕнче вĕренсе ĕçлеччĕр".
А.ВАСЮКОВА.